Çĕрпÿ хулинче çăвĕпе юхнă шыв пăрăхне тинех улăштарĕç

Кÿлĕ пулса кайрĕ ĕнтĕ, юхакан шыв пăрăхне вара халĕ те юсамаççĕ. Çакăн пек нушапа пирĕн редакцине Çĕрпÿри икĕ çуртра пурăнакансем шăнкăравларĕç. Кÿлленчĕк иртен-çÿрене кансĕрлет. Кĕçех вара вăл шăнса ларса каток пулма пултарать. Шăтса юхнă пăрăха мĕншĕн халĕ те улăштарман? Ку ыйтăва уçăмлатас тесе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитрĕ.

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин, Вадим Владимиров

Ку картишĕнче таса мар шыв 5 уйăх каялла кÿлленсе тăма пуçланă. Унта кунсерен çĕршер литр юхса тухать. Пурăнакансем шутласа пăхнă тăрăх, сахалтан та 80 пин тенкĕ сая кайнă. Шыв пăрăхĕ çуркунне шăтнă. Унтанпа ниепле те юсаймаççĕ. Енчен те ăна хĕл лариччене йĕркене кĕртмесен, ку тăрăхра пурăнакансем шывсăр кана мар, ăшăсăр та тăрса юлма пултараççĕ. Çакă тепĕр икĕ общежитине тата Çĕрпÿри техникумăн вĕренÿ корпусне пырса тивет. Пăрăха темиçе хут та саплама хăтланнă, анчах та усси пулман.

Телевидени ÿкерме килнине пĕлсе-ши, кĕтмен çĕртен машинпа пăрăх тиесе килчĕç. Ăна хăвăрт пушатрĕç те кайрĕç. Малашне мĕн тума палăртнине пĕлес тесе эпир „Мой дом“ управляющи компанине çитрĕмĕр. Пĕрлешÿ директорĕ Владислав Яковлев палăртнă тăрăх, пăрăха сапланин усси пулман, çавăнпа ăна пĕтĕмпех улăштарма тĕллев лартнă. Кун хыççăн тепĕр йывăрлăх сиксе тухнă – экскаватор-погрузчик ванса кайнă. Халĕ техникăна юсанă. Çавăнпа аварие пĕтерессипе паян-ыран ĕçлеме пуçлатпăр, терĕ ертÿçĕ.

Сăмах мĕнле тытнине пĕлес тесе, пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çуртсен картишне тепĕр кунне çитсе курчĕ. Чăнах та, унта юсав пыратчĕ. Эппин, çĕрпÿсен хĕл çывхарнинчен хăрамалла мар.