Шупашкарти 40-мĕш шкулта çамрăк учительсене хушса тÿлеççĕ

Ыран - Учитель кунĕ. Çак профессие вĕрентекен ĕçне чунтан парăннисем тата ачасене юратакансем кăна суйлаççĕ. Шкулсенчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - çамрăк кадрсем çитменни. Шупашкарти 40-мĕш шкулта та 65 педагогран 22-шĕ - пенсионерсем. Кăçал çак коллектива 2 çамрăк учитель ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен пĕринпе - Владимир Сосновпа уяв умĕн Надежда Александрова корреспондент тĕл пулчĕ.

Надежда Александрова, Никита Углев

6-мĕш «к» класшăн кашни ир пĕрешкел пуçланать. Вĕсем - кадетсем. Çавăнпа та дисциплина тĕп вырăнта. Владимир Соснов историпе обществознани вĕрентет. Ăна çавăн пекех кадет класне ертсе пыма шанса панă. Паллах, каччă çарта пулни витĕм кӳнĕ. Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсенех Владимир Ильич учитель пулатăп тесе шутламан. Юлашки курссенче кăна унăн шухăшĕсем улшăннă. Çуллахи лагерьсенче воспитатель тата вожатăй пулни те шкула кайма хистенĕ. Халĕ вăл учитель ĕçне суйласа илнишĕн пĕртте ӳкĕнмест. Шкулта ăна аслă ĕçтешĕсем те, ачасем те хисеплеççĕ.

Ачасем хăйсене çамрăк та пуçаруллă учитель вĕрентнишĕн кăмăллă. Халĕ истори урокне ытларах тимлĕх уйăрма пуçларăмăр, теççĕ вĕсем.

Çамрăксем килнишĕн шкулти ытти педагогсем те савăннă. Коллективра тĕрлĕ ăру çыннисем пулни ĕçе кăсăклăрах та тухăçлăрах йĕркелеме май парать. Чи пĕлтерĕшли, çамрăксем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ.

40-мĕш шкулта çамрăк специалистсене хавхалантармалли майсем тупнă. Вĕсене кашни уйăхра ĕç укçи çумне 3 пин тенкĕ хушса тӳлеççĕ.