20 октября 2017 17:15   1°   $57.57 €67.93

04.10.2017 18:45

Машинсем лартма - тÿлевлĕ парковка

Тĕп хулари 4 лаптăкра „тимĕр лашана“ вăхăтлăх хăварнăшăн çак уйăхăн 15-мĕшĕнчен укçа илме тытăнĕç. Çĕнĕлĕхпе Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Тÿлевлĕ парковкăсем чукун çул вокзалĕ, Росреестрăн республикăри Управленийĕ умĕнчи лаптăксенче, Ленин проспектĕнчи 2-мĕш çурт çывăхĕнче тата Республика тÿремĕнче йĕркеленĕ. Вĕсенче ятарлă паркоматсем, ытти кирлĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра лаптăксенче машин лартмалли йĕрсене палăртĕç. Пĕтĕм ĕçе тума 22 миллион тенкĕ тăкаклĕç. Çĕнĕлĕх тĕллевĕ – тупăш тăвасси мар, çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче йĕрке тăвасси. Çĕршыври пысăк хуласенче ку мелпе темиçе çул усă кураççĕ ĕнтĕ. Республика тÿремĕнчи паркомат юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлĕ. Малтан ăна пĕр уйăх тĕрĕслесе пăхĕç. Транспорта лартнăшăн электронлă майпа çеç тÿлеме пулать. Терминал банк карттине йышăнать. Унсăр пуçне Интернетпа усă курма юрать. Çакăн валли кĕсье телефонĕнче ятарлă хушăм вырнаçтармалла. Çĕнĕлĕхе водительсем хальлĕхе асăрханса йышăнаççĕ.

Çынсем хирĕç пулнине ăнланма пулать. Вĕсенчен чылайăшĕ Республика тÿремĕ çывăхĕнче вырнаçнă учрежденисенче тăрăшать. Транспорта нумай вăхăтлăха лартса хăварма тивет. Малтанхи çур сехет тÿлевсĕр пулин те, кайран кашни сехетшĕн çăмăл машиншăн-30, йывăр тиевлĕ машинпа автобусшăн 60 тенкĕ кăларса хума тивĕ. Ку, паллах, тăкаклă пулса тухать. Кунĕпе машин лартакансем валли хула влаçĕсем ятарлă абонемент хатĕрлеме палăртнă. Апла пулин те тимĕр учĕсене çул хĕрринче лартса хăварăпăр текенсем те тупăнчĕç. Çапах та ытларахăшĕ йĕрке тумаллипе килĕшеççĕ.

Парковкăра операторсем ĕçлĕç. Вĕсен аллисенче планшетсем пулĕç. Çак хатĕрсем водительсем лартса хăварнă машинсемшĕн тÿленипе тÿлеменнине палăртма пулăшĕç. Йĕркене пăхăнманнисене пĕр пинрен пуçласа виçĕ пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.