Чăваш патшалăх университетĕнчи вĕрентекенсемпе студентсем Италири музыка конкурсĕнче палăрнă

Çак кунсенче Италире „Ланчано премийĕ“ ятлă Пĕтĕм тĕнчери 27-мĕш музыка конкурсĕ вĕçленнĕ. Баянпа аккордеон калакансен чи чаплă ăмăртăвĕсенчен пĕри тесе хаклакан тупăшăва Чăваш патшалăх университетĕнчи искусство факультечĕн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсенчен тăракан ушкăн та хутшăннă. Чăвашсем çав шайри конкурсра пĕрремĕш хут пулин те, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме пултарнă.

Марина Карягина, Никита Углев

Нумай пулмасть пĕр ушкăна чăмăртанса ĕçлеме пуçланă квартет инçе çултан таврăннă кăна пулин те, ывăннине туймасть – хавхалануллăн тепĕр тапхăра хатĕрленме пуçланă. „Тăван университет уçăлнăранпа 50 çул çитет-çке“, - терĕç музыкантсем. Италири ăмăртура вĕсен Австрипе Болгарирен, Венгрипе Финляндирен, Польшăпа Литваран, Беларуçпе Украинăран, Китайран килнĕ сумлă тупăшуçăсене итлесе, ăсталăхне танлаштарма май пулнă, темиçе номинацире малти вырăна тивĕçни малашне хăйсен вăйне шанса ĕçлес кăмăла хăпартнă.

Тăмра калакан Наталия Ивановна – ушкăна ертсе пыракан. Сăмах май, вăл хăй те жюри пайташĕ пулнă. Квартетра тата аккордеон, гитара, фортепьяно калакан пур. Пирĕннисем Астор Пьяццоллан Пирĕштие халалланă трилогине тата конкурса йĕркелекен Владимир Зубицкин Астор Пьяццоллана халалланă хайлавне выляни чун-чĕрене ярса илсе çан-çурăма сÿлеттермелле хăйне евĕрлĕ янăранă, 2-мĕш вырăна тата тĕп тÿрен 1-мĕш Парнине тивĕçнĕ.

Марина Саприко маçтăрлăхĕ ăмăртура никама та лăпкă хăварман. Гала-концертра Якутин Патшалăх концерт оркестрĕн солисчĕ Дмитрий Швецов балалайка ăсти Марина Станиславовнана хăйпе пĕрле джаспа илемлетнĕ халăх кĕввине калама ыйтнă та, пирĕн пианист хайлава ачаран выляса ÿснĕ пек туххăмрах ăста калани ăна тĕлĕнтерсех янă. Кĕвĕçĕ çÿллĕ шайри ăсталăхшăн тĕп тÿрен ятарлă çырăвне тивĕçнĕ. Ушкăнри Алиса Попова пирки те уйрăм каласа хăвармалла. Ÿнер факультечĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренекен пултаруллă гитаристăн кун каçа виçĕ номинацире тупăшмалла пулса тухнă: квартетпа, триопа тата пĕччен. Раççей президенчĕн стипендиачĕ, Раççейри темиçе конкурс лауреачĕ пулса ĕлкĕрнĕ çамрăк 1-мĕш вырăна тата Селигдар компанин ятарлă призне – ылтăн шăранчăкне – тивĕçнĕ.

Аккордеон калакан Илья Алекссев та пĕрремĕш Парнене çĕнсе илнĕ. Музыкантпа художник çемйинче çуралса ÿснĕ чăваш ачи – Куславкка тăрăхĕн мăнаçĕ. Ушкăнăн пуласлăхĕ пысăк: умра ăна çĕнĕ ÿсĕмсем кĕтни куçкĕрет.