Юхан шыва вараланăшăн уголовлă ĕç пуçарнă

Тавралăха вараланăшăн Çĕрпÿ районĕнчи предпринимателе 3 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Производствăра вăл сиенлĕ хими хутăшĕсемпе усă курнă, вĕсем вара вырăнти юхан шыва лекнĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Вавилкин, Вадим Владимиров

Ял çыннисем район прокуратурине Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утиль завочĕ çырмана варалать тесе пĕлтернĕ. Чăн та, тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн, йĕркене пăснине палăртнă. Предприяти усă куракан каяшсене тасатмалли хатĕрсем кивелнĕ. Темиçе çул вĕсем ĕçлемен.

Асăннă предприяти Янсакасси ялĕнче вырнаçнă. Унта сурăх тирне тирпейленĕ тата сăрланă. Çакна валли хими хутăшĕсемпе усă курнă. Çав шутра сиенлĕ япаласен пĕрремĕш ушкăнне кĕрекен хромпа. Каяшсене кунтан шăпах йĕркеллĕ ĕçлемен сооружение юхтарса кăларнă. Унтан вĕсем тасалса тухмасăрах çырмана сăрхăннă. Пĕтĕмпе хими хутăшĕсемпе 750 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ вараланнă. Çĕрпÿ районĕн прокуратури ветеринарипе санитари утиль заводне каяшсене тасатмалли хатĕрсене йĕркене кĕртме хушнă.

Завод директорĕ шантарнă тăрăх, малашне каяшсене тасатасси санитари нормисене тивĕçтерсе тăрĕ. Кÿршĕллĕ предприятин вара явап тытма тивĕ. Прокуратура пухса хатĕрленĕ материалсене следстви комитетне ярса панă. Унта экологишĕн хăрушă хутăшсемпе усă курмалли йĕркене пăснăшăн усламçă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çакăншăн 3 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çавăн пекех предпринимателĕн 800 пин тенкĕ кÿнĕ тăкака саплаштарма тивĕ. Прокуратура следстви мĕнле пынине асăрхасах тăрĕ.