Республикăра çуртсене ăшă парассине асăрхасах тăраççĕ

Ку эрнери тĕп тĕллевсенчен пĕри - çуртсене ăшăпа тивĕçтересси. Паянхи куна социаллă учрежденисемпе нумай хваттерлĕ çуртсенчен ытларахăшне ырлăх çитнĕ.

Владимир Тимофеев, Светлана Позднякова

Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пур хулапа районта та ăшă пама пуçланă. Ку енĕпе Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Йĕпреç, Вăрмар районĕсенче тата Шупашкар хулинче аван ĕçлеççĕ. Ытти çĕрте вара хăш-пĕр кăлтăксем пур. Çакă юсав вĕçленменнипе тата парăм пулнипе çыхăннă. Вăрнар поселокĕнче, сăмахран, пĕр котельнăй туса пĕтермен. Çавна май нумай хутлă çуртсем тата шкул ăшăсăр тăрса юлнă. Республикăра ăшă парассипе çыхăннă ыйтăва Правительствăра тата вырăнти влаçсем асăрхасах тăраççĕ. Строительство министерствинче, çавăн пекех çурт-йĕр инспекцинче „хĕрÿ лини“ йĕркеленĕ. Шăнкăравсене 8 сехетрен пуçласа 17 сехетччен 64 – 22 – 17 тата 64 – 22 – 68 номерсемпе йышăнаççĕ.