Турцире иртнĕ кино фестивальне пирĕн телекомпанин пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ фильм хутшăннă

Нумай çул иртнĕ хыççăн чăваш кино каллех тĕнче шайне тухрĕ. Турцире иртнĕ „Тĕрĕк тĕнчи“ документлă кино фестивалĕнче пирĕн телекомпанин пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ „Двери в детство“ фильмпа паллаштарнă. Унтан мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнни пирки пире Марина Карягина журналист тата Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков каласа кăтартрĕç.

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов, Олег Цыпленков


Документлă кино фестивальне тĕрĕк журналисчĕсен Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ иккĕмĕш хут йĕркелерĕ. Кăçал Азербайджан, Турци, Туркменистан, Кăркăстан, Косово, çавăн пекех Пушкăртстан, Якут фильмĕсемпе пĕрлех чăваш киноне те сÿтсе яврĕç.

Конкурса Георгий Фомиряков ÿнерçĕ çинчен хатĕрленĕ „Двери в детство“ фильма ярса панă. Авторĕ тата режиссерĕ - Марина Карягина, операторĕ – Сергей Мышев, композиторĕ Владимир Беляков. Фестиваль валли ăна акăлчанла Вячеслав Платонов куçарнă.

Фестивале хутшăнни тавракурăма ÿстерме, чăваш кино аталанăвĕн çул-йĕрне палăртма пулăшать.

Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарнă ĕç тепĕр хут вăй илсе аталанма пуçлани куçкĕрет. Республикăри кино ÿкерекенсем виçĕ çул каялла пĕрлĕхе чăмăртанни, чăвашсен „Асам“ кинофестивальне йĕркелени, „Чăвашкино“ студи ятне тавăрни – сулмаклă утăмсем. Паллах, ĕçлемелли пайтах. Наци кинематографĕн ыйтăвне патшалăх шайĕнче тимлĕх уйăрнин пĕлтерĕшĕ те пысăк.