Сĕнтĕрвăрри районĕнче Елена Николаева парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Олимп чемпионĕн Елена Николаеван парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утас енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта яланхи пекех сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлăн хутшăнчĕç.

Оксана Баскакова, Иван Макеев

Спорт уявне республикăри тĕрлĕ хулапа районтан ачасемпе çамрăксем, çавăн пекех çитĕннисемпе спорт ветеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕ. Хамăр ентеш пек Олим чемпионĕ пулма тĕллев лартмалла, терĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене çавăн пекех Елена Николаеван 1-мĕш тренерĕ Николай Васильев саламларĕ.

Олимп чемпионĕн парнисемшĕн 14 – 19 çулти çамрăксем тĕрлĕ дистанцире тупăшрĕç. Çавăн пекех спорт ветеранĕсем те старта тухрĕç. 14 çулти хĕр ачасемпе арçын ачасем пин çухрăм парăнтарчĕç. Аслăраххисем 2-3 çухрăм хăвăрт утса тухрĕç. Юниорсем вара - 5 çухрăм. Ăмăртăва хутшăнакансене Олимп чемпионĕ Елена Николаева хавхалантарсах тăчĕ.

Йĕркелӳçĕсем ăмăрту пысăк шайра иртнине палăртрĕç. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.