Республикăра хуçасăр юхăнса ларакан çуртсене тупса палăртассипе ĕçлеççĕ

Чăваш Енре хуçасăр ларакан çуртсене тĕрĕслеççĕ. Вĕсем таврана илемсĕрлетнипе пĕрлех тĕрлĕ хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Раççей халăх фрончĕн хастарĕсем Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта çакнашкал 11 çурт тупса палăртнă.

Вероника Павлова, Никита Углев

Çак икĕ хутлă çурт тĕп хула варринче - Ехрем купса урамĕнче вырнаçнă. Ăна регион пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕ шутне кĕртнĕ. Нумайăшĕ ăна Пионер çурчĕ пек ас тăвать. 2014 çулта кунта пушар пулнă – малтанхи илемлĕхрен нимĕн те юлман. Халĕ шалта тирпейсĕрлĕх хуçаланать, кирек кам та кĕрсе тухма пултарать. Пÿрт тăрри ишĕлнĕ, чÿрече кантăкĕсем çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Çурт шăпи хула çыннисене те пăшăрхантарать.

Кĕçех Шупашкара никĕсленĕренпе 550, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Чаплă уявсене кĕтсе илме республикăн хатĕр пулмалла. Çавăнпа та культура палăкĕсене тирпей-илем кĕртмелле, тет Раççей халăх фрончĕн хастарĕ Игорь Дорофеев. Кÿлемĕш çывăхĕнчи çак вырăна та пысăк тимлĕх уйăрмалла. 30 çул каялла кунта шыв тасатмалли станци уçма палăртнă. Тĕрлĕ сăлтава пула объекта туса пĕтермен.

Кăнтăр - хĕвел анăç районĕнче те усă курман çуртсем лараççĕ. Анчах та вĕсен хуçисем пур. Хăй вăхăтĕнче кунта суту-илĕ центрĕ уçма, пасар тума палăртнă. Халĕ кунта ачасем пушă вăхăта ирттерме юратаççĕ, карта урлă каçса шала кĕреççĕ. Вĕсем чупса çÿресе сусăрланма пултараççĕ. Çавăнпа хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулмалла, теççĕ халăх фрончĕн хастарĕсем.

Хальлĕхе Раççей халăх фрончĕн хастарĕсем Чăваш Енре усă курман 10 ытла объект тупса палăртнă. Унсăр пуçне республикăра «Халăх инвентаризацийĕ» акци иртет. Унпа килĕшÿллĕн юхăнса ларакан çуртсен хуçисене шыраççĕ, объектсене патшалăх йĕркипе шута илеççĕ. «Тăлăха» юлнă çурт-йĕр пирки кашниех вырăнти влаçсене пĕлтерме пултарать.