Археологсем тĕп хулан авалхи историне тĕпчеççĕ

Археологсем Шупашкар пуçланса кайнă вырăна тупнă. Константин Иванов ячĕллĕ скверта хула кремлĕ йĕри-тавра тытнă хӳмен пайне чакаласа кăларнă. Халĕ унта строительсемпе ăсчахсем çумма-çуммăн тăрăшаççĕ. Скверăн пĕр пайĕнче реконструкци пырать, тепринче — археологсем авалхи япаласене шыраççĕ. Вĕсен кĕске вăхăтра Шупашкар вăрттăнлăхĕсене тĕпчесе пĕлмелле.

Оксана Баскакова, Мария Никифорова, Павел Иритков

3-мĕш эрне Константин Иванов ячĕллĕ скверта археологи тĕпчевĕсем пыраççĕ. Унта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи специалистсемпе педагогика университечĕн студенчĕсем ĕçлеççĕ. Авалхи хула вырăнне вĕсем 3 метр тарăнăш чавнă. Кунта археологсем 16 -17-мĕш ĕмĕрcенчи йăла хатĕрĕсемсĕр пуçне, чиркÿ çыннисен кельисене тата Одигитри Турă амăшĕн турăшне тупнă.

Çак вырăнта 16-мĕш ĕмĕртен пуçласа хĕрарăмсен Николаевски мăнастирĕ пулнă. Халăхра ăна Никольски тенĕ. 1936 çулта чиркĕве ишĕлтернĕ, кирпĕчĕсемпе çурт тума усă курнă. Мăнастиртен халĕ кирпĕч урайăн пайĕ çеç юлнă. Археологсене строительсем васкатаççĕ. Вĕсене парка реконструкци тума федераци хыснинчен укçа уйăрнă. Историксене ĕçе вăхăтра пĕтерме студентсем пулăшаççĕ.

Килĕшÿ тăрăх строительсен сквера чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕччен юсаса пĕтермелле. Вĕсен шутлă кунсем юлна. Археологсем вара чăрмантараççĕ пулса тухать. Енчен те ученăйсем пĕлтерĕшлĕ япаласем тупсан, вĕсене ку вырăна тĕпчеме тата темиçе кун пама шантараççĕ.