Шупашкарта çур çулта нумай хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ

Çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăпа тĕп хулара нумай хутлă икĕ пÿрт туса пĕтернĕ. Строительсем юлнă вак ĕçсене вĕçлесен, хваттер уççисене юпа уйăхĕнче валеçĕç.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Богдан Хмельницкий урамĕнчи пушă тÿрем вырăнĕнче 9 хутлă, 5 подъездлă кирпĕч çурт ÿссе ларнă.

Ку объектра строительство пуш уйăхĕнче пуçланнă. Хулара кун пек хăвăртлăхпа нихăçан та çурт туман. Вăхăт сахал пулнăран, рабочисем 4 сменăпа кану кунĕсемсĕр ĕçленĕ. Пурĕ 95 çын тăрăшнă.

Çуртра 198 хваттер: 180-шĕ - икĕ, 18-шĕ виçĕ пÿлĕмлисем. Вĕсене Богдан Хмельницкий урамĕнчи çынсене çеç мар, хулан ытти кĕтесĕнче пурăнакансене те парĕç. Нина Смирнован, сăмахран, Калинин районĕнчен куçса килме тивĕ. Елизавета Вострикова та япалисене тахçанах курупкасене пуçтарса хуни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ хваттер лаптăкĕсем малтанхисенчен пысăкрах пулсан та уйрăмлăха çынсем мар, хула хыснинчен саплаштарĕç. Куçма ĕмĕтленекенсем строительсен ĕçне асăрхасах тăраççĕ, пулас хваттерĕсене тăтăшах кĕрсе тухаççĕ.

Тепĕр çурт Париж Коммуни урамĕнче вырнаçнă. Кунта 242 çемье валли хăтлă кĕтес пулĕ. Картише тирпей–илем кĕртсе пĕтернĕпе пĕрех: машинсем лартма парковка, ачасем валли вылямалли лаптăк тунă.

Çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăн 4-мĕш тапхăрĕнче тĕп хулара тата Шупашкар районĕнче нумай хваттерлĕ 6 çурт хăпартнă. Çапла пурĕ 970 çемье пурăнмалли майĕсене лайăхлатĕ. Программа ытти район-хулара та ăнăçлă пурнăçланать. Канаш, Комсомольски, Куславкка, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче юхăннă çуртсенче пурăнакансем валли 259 хваттер хатерленĕ. Вĕсем уçăсене çитес уйăхра илмелле.