Çĕр улми кăларакансем кашни уяр самантпа усă кураççĕ

Республикăра паянхи куна çĕр улмие 3 пин ытла гектар çинчен кăларнă. „Иккĕмĕш çăкăра“ пĕтĕмпе 69 пин тонна пухнă. Тухăçĕ япăх мар - вăтамран 201 центнер гектартан. Патăрьел тăрăхĕнче ку кăтарту тата пысăкрах. Районти çĕр улми анисенче мĕн çĕрлечченех ĕç вĕрет. «Батыревский» пĕрлешÿре тăрăшакансене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хавхалантарчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Хуçалăхра кăçал „иккĕмĕш çăкăра“ 281 гектар çинче лартнă. Ытларах пайне тирпейлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕрлешÿ ертÿçи Петр Ялуков палăртнă тăрăх, пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Çĕр улми 3 комбайнпа кăлараççĕ - талăкне 15 гектар тирпейлеççĕ.
Республика Пуçлăхĕ „иккĕмĕш çăкăр“ хакĕпе кăсăкланчĕ. Фермерсем паян пĕр килоне 9 е 10 тенкĕпе сутаççĕ. Ку лайăх хак шутланать. Михаил Игнатьев унтан йÿнĕрех памалла мар, терĕ. Патăрьел районĕнче çĕр улми пĕтĕмпе 1400 гектар йышăнать. 60 процентне типĕ çанталăкра тирпейлеме ĕлкĕрнĕ. Çак ĕçе çывăх кунсенче вĕçлеме тĕллев лартнă.
Михаил Игнатьев ĕçлекенсемпе калаçрĕ, тăрăшулăхшăн тав турĕ. Кăçал тыр-пул ăнса пулнине, ăна вăхăтра тата тăкаксăр пуçтарса илсе хуçалăхсен хыснине пуянлатма май пур, терĕ.