Патăрьел районĕнче ялсене аталантарас ыйтупа йăлана кĕнĕ форум иртрĕ

Патăрьел çĕрĕ çинче чикĕ леш енчи тата Раççейри хăнасем, предпринимательсем, экспертсемпе влаç тытăмĕнче тăрăшакансем пуçтарăнчĕç. Унта 7-мĕш хут «Шăнкăртамри калаçу» экономика форумĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров


Ял аталанăвĕн ыйтăвĕсем тĕп вырăнта тăракан форумăн сумĕ çулран çул ÿссе пырать. Кăçал унта хамăр çĕршывран анчах мар, чикĕ леш енчен те хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче Раççей ял хуçалăх министерствинчи департамент пуçлăхĕн çумĕ Ольга Ухалина, Беларуç республикин Тутарстанри хисеплĕ консулĕ Сергей Маруденко, Малайзири Куала-Лумпур университечĕн вице президенчĕ Мохаммад Аземи. Форума Раççейри мăсăльмансен тĕн Управленийĕн пуçлăхĕ, Чăваш республикин муфтийĕ Альбир Крганов ертсе пычĕ. Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май, агропромышленность комплексĕ патшалăх политикинче яланах тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Юлашки 3 çулта республикăри ялсене аталантарма 2 миллиард çурă тенкĕ усă курнă: çурт-йĕр, çулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсемпе культура çурчĕсем хута янă. Çавăн пекех теплицăсем тăвассине тимлĕх уйăраççĕ. Ку ĕçĕн пуласлăхĕ пур. Мĕншĕн тесен пахча-çимĕçĕн пысăк пайне чикĕ леш енчен турттарса килеççĕ.

Форумра тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Уйрăммăн илсен, ислам тĕнĕ çиме ирĕк паракан продукцие туса илессине сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе Шанкăртамра ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ апат-çимĕçе Раççейĕн регионĕсене те ăсатаççĕ. Вăл шутра мрамор ашĕ туса илессипе тăрăшаççĕ. Чăваш Енре паян ку енĕпе 4 предприятипе 8 фермер хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене малашне те патшалăх пулăшса пырĕ.

Экспертсем экологипе, çамрăк кадрсемпе, çулсем тăвассипе çыхăннă темăсемпе тухса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Михаил Игнатьев ялсене аталантарма укçа-тенкĕ уйăрнă чух чи малтанах халăх шухăш-кăмăлне шута илнине палăртрĕ. Çынсен пуçарулăхĕ вырăнти влаçа тăрăшса ĕçлеме хистет, терĕ.