Чăваш Ен тата Иваново облаçĕ туслăха çирĕплетеççĕ

Кун пирки калакан документа пирĕн республикăн культура министрĕ тата Иваново облаçĕн культурăпа туризм департаменчĕн директорĕ алă пуснă.

Екатерина Фомина, Олег Цыпленков

Культурăпа туризмри туслăх кĕперне Иваново хулинчи Художник çуртĕнче хыврĕç. Икĕ регион унччен те çыхăну тытнă. Пĕлтĕр, сăмахран, Иваново облаçĕнче чăваш художникĕсен куравне йĕркеленĕ, пирĕн республика çыннисем вара вăл тăрăхри ÿнерçĕсен пултарулăхĕпе паллашнă. Килĕшÿ туни çак туслăха тата та çирĕплетĕ. Малашне курав ирттерессипе çеç мар, ытти проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те ĕçлĕç.

Сăмаха ĕçпе çирĕплетни паха. Килĕшÿ çырнă хыççăнах кунта чăвашсен паллă ÿнерçин Ревель Федоровăн куравне уçрĕç. Сăмах май, пирĕн ентеш ĕçĕсене харăсах икĕ çĕрте - Иваново тата Плес хулисенчи музейсенче вырнаçтарнă. РСФСР халăх художникĕн пултарулăхĕпе унта кăсăкланса паллашрĕç.

Иваново облаçĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Культура çурчĕсен, театрсен, музейсен ĕçĕпе паллашрĕ. Хăнана пирĕн республика ушкăнĕ пушă алăпа кайман. Иваново çыннисене тăван халăхăн юрри-ташшине парнелерĕç.