Раççей Президенчĕн резерв фондĕнчен республикăри ача-пăча клиника больницине çĕнетме укçа уйăрнă

Кăçал Чăваш Енре 22 сиплев учрежденине тĕпрен юсама палăртнă. Вăл шутра республикăри ача-пăча клиника больницин поликлиникине. Кĕçех унта хĕрÿ ĕç пуçланмалла.

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов, Никита Углев

Çак çурта 30 çул каялла хута янă. Унтанпа вăл самай юхăннă. Уйрăмах тĕрлĕ коммуникаци кивелнĕ: ăшă тата шыв пăрăхĕсем, электричество тытăмĕ тата ытти.

Пĕчĕк пациентсене тата ашшĕ-амăшне хăтлă пултăр тесен нумай тăрăшмалла. Укçа-тенкĕпе тĕрлĕ çăлкуçран тивĕçтерĕç.

Çывăх вăхăтрах аукцион иртĕ. Унта подрядчике суйлĕç. Строительсем хĕл лариччен ĕçе пуçлама тивĕç. Юсав пынă вăхăтра пĕчĕк пациентсем медицина пулăшăвĕсĕр юлмĕç. Тухтăрсем тĕп стационар корпусĕнче тата кӳршĕллĕ Осипов урамĕнчи уйрăмра йышăнĕç. Вăхăтлăх чăрмава больницăна çÿрекенсем чăтма хатĕр.

Тĕп хулари медицина учрежденийĕсемпе улшăнусем татах пулĕç. Сăмахран, 1-мĕш ача-пăча больницине çĕнĕ кăнтăр районĕнче вырнаçнă 3-мĕш больницăпа пĕрлештерме йышăннă. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çакă кадрсен ыйтăвне лайăхлатма май парĕ, унсăр пуçне медицина пулăшĕвĕн пахалăхĕ те ÿсĕ.