Паян Раççейре - пенси пĕлĕвĕн кунĕ

Çавна май шкулсемпе ытти вĕренӳ учрежденийĕсенче уçă уроксемпе лекцисем иртрĕç. Пенси тытăмĕнче ĕçлекенсем çамрăксене ватлăх çинчен халех шутламалли пирки аса илтерчĕç.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Шупашкарти Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренекенсемпе Раççей пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçин çумĕ Лидия Борисова тĕл пулчĕ. Студентсене вăл пенси мĕнле пуçтарăнса пынине ăнлантарса пачĕ. Çамрăксене уйрăмах онлайн-симуляторпа ĕçлеме килĕшрĕ. Компьютерта тест ыйтăвĕсене хуравланă май, вĕсем пенси укçине пурнăçри лару-тăру мĕнле витĕм кӳме пултарнине пĕтĕмлетрĕç.

Çамрăксен пĕлĕвне ӳстерессипе Пенси фончĕ 7-мĕш çул ĕçлет. Ку тĕллевпе ятарлă проект пурнăçланать. Паянхи куна унта 60 ытла пин вĕренекен хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Çамрăксене электронлă пулăшу ĕçĕсем пирки те пĕлтерчĕç. Кирлĕ информацие «Шкул ачисене пенси çинчен» сайтра тупма пулать. Унсăр пуçне «В Контакте» социаллă тытăмра пенси пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе çамрăксем валли ятарлă конкурс пырать. Унта кашни кăмăл тăвакан хутшăнма пултарать. Уçă урокра хĕрсемпе каччăсене Пенси фончĕ кăларнă кĕнекесене парнелерĕç.