Федераци саккунĕ улшăннине пула Шупашкарта биатлон центрĕ тăвасси чарăнса ларнă

Шупашкарти биатлон центрне хĕллехи Олимп вăййисем пуçланнă тĕле туса пĕтереймĕç. Çапла пĕлтерчĕç физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков ирттернĕ ĕçлĕ канашлура. Строительство йĕлтĕр çулне тума тытăнсан чарăнса ларнă. Сăлтавне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ шырарĕ.

Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин, Михаил Солин

Олимп вăййисене хатĕрленмелли центра 2014 çулта хăпартма пуçланă. Çакăн валли федераци тата республика хыснисенчен 300 миллион тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна объектра администраципе хуçалăх çурчĕсене, пăшалтан пемелли лаптăка тунă, куракансем валли лармалли вырăнсем хатĕрленĕ. Ĕç йĕлтĕр çулне тума пуçласан чарăнса ларнă. Подрядчик айăпĕпе мар, вăрман çĕрĕсемпе усă курмалли федераци саккунĕ улшăннăран.

Документсене хатĕрлесе çитерсенех подрядчик ĕçе пуçлама хатĕр. Вăрман çĕрĕсене хула пурлăхне куçарас тĕлĕшпе Раççей экологи министерствипе çур çул калаçусем пыраççĕ. Анчах та хальлĕхе усăсăр. Çĕнĕ центр уçăласса тренерсемпе вĕренекенсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл хута кайсан спортсменсен ăсталăхĕ ӳсессе шанаççĕ.

Специалистсем биатлон центрне çитес çулла тек уçма май пулĕ теççĕ. Унччен пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене чăваш спортсменĕсен республика тулашĕнче хатĕрленме тивĕ.