Муркаш районĕнче чăвашсен йăли-йĕркине пăхăнса Кĕлĕ карти ăсталанă

Хăйĕн йăхĕн тымарне тарăннăн тĕпчекен çын умĕнче тăван халăхăн ĕлĕкхи кунçулĕ уçăлма тытăнать. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Юрий Туринкепе те çаплах пулса тухнă: ват аслашшĕ-асламăшĕ кам пулнине пĕлес тесе архивра ларма пуçланăскер, ДНК анализĕ тутарнă, несĕлсем мĕнле йăла-йĕркепе пурăннипе кăсăкланса кайнă. Тăван халăха авалтан упранă Çÿлти хăватсене, чĕлхепе культурăна манма пуçланă çĕнĕ ăру пирки шухăшласа, вăл хăйĕн хуçалăхĕнче Вячеслав Эткер скульптора Кĕлĕ карти ăсталаттарнă.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Юрий Туринке хăйĕн пахчинче çакăн пек Кĕлĕ Карти тума шут тытни ĕлĕк килсерен Çÿлти Хăватпа калаçмалли вырăн пулнине пĕлтермест: тахçан асаттесем чÿк туса Аслă Турăран ырлăх-пурлăх ыйтас йăла-йĕркене Киремет йывăççи умĕнче туса ирттернĕ. Кил хуçи хăйĕнче авалхи тĕн парса тăракан вăй-хала туйса илнĕ те, истори тусанне сирсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă хаклă пĕлĕве ачисемпе мăнукĕсене парса хăварассишĕн килĕнчех тăван халăхăн ăнкарăвĕнчи тĕнче модельне чĕртсе тăратнă.

Хирĕç вĕрекен кăра çилсене парăнмасăр самана хĕн-хурĕ витĕр чĕлхине, пуян культурине 21-мĕш ĕмĕре упраса çитерме пултарнă халăх ăслăлăхĕнче усалли пулма та пултараймасть. Тĕнчен тăватă енне палăртакан юпасем çине çырнă сăмахсем те – мĕнпур этемлĕх ĕмĕчĕ: Сывлăх, Юрату, Телей, Ырлăх тесе çырнă унта.

Мăчавăр тĕнчен кашни енне тăрса Çÿлти Хăватран пил илнĕ хыççăн уява хутшăнакансем пурнăç ытлă-çитлĕ те тулăх пултăр тесе Тĕнче тĕнĕлне пĕлтерекен Тĕп юпа патне укçа сапрĕç, ырлăх-сывлăх та юратупа телей ыйтса йывăç çине хăю çыхрĕç, ваттисене асăнса пылпа икерчĕ çирĕç, ятне вĕретнĕ сăра ĕçрĕç, Атте-аннене пуç тайса, пире тăрантаракан ака-суха ĕçне сума суса „Алран кайми...“ юрларĕç.

Турăсене çырлахтарса мĕнпур йăлана тивĕçлĕ йĕркепе туса пĕтернĕ çĕре хуранра така шÿрпи пиçрĕ. Ваттисем тутлăхра пулччăр, тăван халăх аталанăвĕшĕн ырă ĕç тăвакансене сăвап пултăр.