Спорт уявĕ кашни район-хулара хуçаланчĕ


Шăматкун Чăваш Енре пĕтĕм Раççейри пекех «Нацисен кросĕ» иртрĕ. Чупу кунне сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 61 пин çын хутшăнчĕ.

Владимир Тимофеев, Юрий Васильев, Иван Мокеев


Шупашкарта спорт уявĕ, яланхи пекех, Кÿлемĕшре пулчĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрах, чупăва 16 пин çын пухăннă. Спорта юратакансен йышĕнче, паллах, ватти те, вĕтти те. Хастарсене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Старта тухакан кашни çын çĕнтерÿçĕ пулнине палăртрĕ. Вăл Олимп чемпионĕсене, спорт ветеранĕсене çамрăксене тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ, паллă спортсменсене алла çыхмалли сехетсем парнелерĕ.

Спорт уявĕсенче Михаил Игнатьев хăй те яланах малтисен ретĕнче. Хальхинче те вăл ВИП-чупăва ертсе пычĕ. Унпа пĕрле депутатсем, министрсем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, спортсменсем старта тухрĕç.

Чи йышлă ушкăнра, йăлана кĕнĕ йĕркепе, шкул ачисемпе студентсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ дистанцире палăртрĕç. Çавăн пекех чи аслă тата чи кĕçĕн спортсменсене уйрăммăн чысларĕç. Чупу пур хулапа районта та иртрĕ.


Трак тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Упирен пуçласа Красноармейскине çити чупрĕç. Районта йăлана кĕнĕ çак ăмăртăва кăçалхипе 49-мĕш хут йĕркелерĕç. Старта шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа профессиллĕ спортсменсем таранах тухрĕç.


Муркашсем „Нацисен кросне“ халалласа Олимп чемпионĕн Валентина Егорован парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва 900 яхăн çын хутшăнчĕ. Муркашсен спортпа туслă пулмалли майсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ.


Çĕнтерÿçĕсене уйрăмшарăн та, ушкăнсенче те палăртрĕç: хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Хĕвеллĕ çанталăк тата хаваслă кăмăл-туйăм вара кашни район-хуларах хуçаланчĕ.