Шупашкарта Хусан çыранлăхĕ çывăхĕнче Атăла нефть хутăшĕсем юхса тухаççĕ

Шыва тата тăпрана варалани хăрушлăх кăларса тăратать. Çак экологи ыйтăвĕпе халĕ следовательсем те ĕçлеме пуçланă. Лару-тăрăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Виктор Степанов

Шупашкарти „Текстильщик“ сад пĕрлешĕвĕ çывăхĕнчи пĕчĕк юханшывран Атăла сиенлĕ хутăшсем юхса тухаççĕ. Дача хуçисем çакна çуркуннех асăрханă, пĕр тăхтаса тăмасăр Халăх фрончĕн хастарĕсенчен пулăшу ыйтнă. Вĕсем ку ыйтупа Калинин район администрацине, Çут çанталăк министерствине çыру янă, анчах хуравĕ экспертсене тĕлĕнтернĕ. Тавралăха вараланине тупса палăртман иккен. Ку ĕç-пуçа Çут çанталăка сыхлакан прокуратура тĕпчеме пуçланă. Тĕрлĕ ведомство специалисчĕсемпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ. Лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх, тăпрара, юханшывра, çĕр айĕнчи çăлкуçсенче нефть хутăшĕсем чылай пухăннине çирĕплетнĕ. Материалсене Следстви комитетне ярса панă.

Сад пĕрлешĕвĕпе кÿршĕллĕ нефть продукчĕсен управăшĕ вырнаçнă. Дача хуçисем унран 90-мĕш çулсенчех шар курма пуçланă. Ун чухне пусăсенчи шыв çуллă шĕвекпе вараланнине кура скважинăсем чавнă. Вĕсенчен пĕринче нефть сийĕ икĕ метра яхăн пулнă. Пĕр вăхăт сиенлĕ хутăшсене, чăн та, тасатма хăтланнă, анчах кайран ку ĕç пăчланнă. Тен, вăл вăхăтра ку пăтăрмах çине алă сулман пулсан, халĕ лару-тăру унашкалах çивĕч пулмĕччĕ. Кăçал çумăр çуса тăнипе çĕр айĕнчи шывсем хăпарнă. Унпа пĕрлех нефть хутăшĕсем те çиеле тухнă. Экологсем чиновниксене çак ыйтăва тимлĕх уйăрма пĕрре мар ыйтнă, анчах кăлăхах.

Экологсен шучĕпе çĕр айне чавса хунă нефть пичкисем çийĕнсе пĕтнĕ. Лару-тăрăва уçăмлатас тесе эпир нефтебаза ертÿçисемпе те çыхăнтăмăр, анчах вĕсем пирĕнпе тĕл пулма килĕшмерĕç. Яваплă ведомствăсем айăплисене шыранă вăхăтра вара нефть хутăшĕсем çаплипех Атăла варалаççĕ. Çак вырăнтан аяларах Çĕнĕ Шупашкар халăхĕ валли шыв илеççĕ. Çавăнпа ку çивĕч ыйтăва хăвăртрах татса парсан лайăхрах.