Шупашкар çĕнĕ скверпа пуянланчĕ

Вăл «Росток» пултарулăх центрĕпе юнашар вырнаçнă. Вĕренÿ учрежденийĕ «Ĕмĕтри шкул картишĕ» хула программине хутшăнса 500 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Лаптăка ачасен шухăш-кăмăлне шута илсе илемлетнĕ.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Хăтлă вырăна ачасем юратса «Ĕмĕтри сквер» ят панă. Лаптăк кĕске вăхăтра палăрмалла улшăннă. Малтан кунта пушă пулнă, халĕ ача-пăчана савăнма майсем çителĕклĕ.

Кăçал «Росток» пултарулăх центрĕ шкул картишĕсене хăтлăлатмалли программăна хутшăннă. Вăл чи хастаррисен йышĕнче пулнă. Вĕренÿ учрежденине 500 пин тенкĕпе хавхалантарнă.

Халĕ кунта ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанмалли май чылай. Юрра-ташша, спорта кăмăллакансем валли те вырăн çителĕклĕ. Вăхăта хаваслă ирттерме чи пĕчĕккисем валли вылямалли хатĕрсем вырнаçтарнă. Юнашарах чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштаракан кĕтес йĕркеленĕ. Савăнăçлă ĕç-пуçа сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем çĕнĕ сквера лайăх хак пачĕç. Çак кун шкул картишĕ вун-вун йывăç-тĕмпе пуянланчĕ.

Скверта «Росток» пултарулăх центрне çÿрекенсем çеç мар, «Рябинка» микрорайонĕнче пурăнакансем те пушă вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Сăмах май, шкул картишĕсене хăтлăлатмалли программа Шупашкарта виçĕ çул ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн паянхи куна 3 лаптăка илем кĕртнĕ.