Муркаш районĕнчи вăрманçă пĕтĕм пурнăçне çут çанталăка упрассине халалланă

Чăваш Енре халĕ 600 ытла пин гектар çинче вăрман кашлать. Йывăçсем этеме таса сывлăш тата сывлăх параççĕ. Вĕсене упрасси вара пирĕн яваплăх. Çитес вырсарникун Раççейре - вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Манăн ĕçтеш Алексей Енейкин ĕмĕрĕпех вăрманçăра тăрăшнă ĕç ветеранĕпе ― Муркаш районĕнче пурăнакан Петр Андреевпа тĕл пулчĕ. Хисеплĕ ватă паянхи вăрман пурнăçĕ пирки мĕн шухăшлать? Тĕплĕнрех ― сюжетра.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Хунтăкассинче пурăнакан Петр Андреев хăйĕн пурнăçне çут çанталăка упрассине халалланă. Ачаранах карап çинче штурман пулма ĕмĕтленнĕскере пурнăç кустăрми Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне илсе çитернĕ. Унта пĕлӳ илнĕ хыççăн çамрăк специалист 3 çул Пенза облаçĕнче ĕçленĕ. Чăваш Ене таврăнса 7 çул Атăл леш енчи «Çурçĕр лесничествинче» вăй хунă.

Чун ыйтни Петр Ильича тăван районнех илсе çитернĕ. 1971 çултан пуçласа 32 çул вăл Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Малтанах Чăвашпа Мари республикисене уйăрса тăракан çырма хĕррине ишĕлме парас мар тесе çак вырăнта Çĕпĕр кедрĕн йĕкелĕсене акнă.

Кунтах вăрманçă 75 сотăй çĕр çинче хурăнсем лартса хăварнă. Ку ĕçе шкул ачисене те явăçтарнă.

Петр Ильич вăрман хуçалăхĕнчи йывăçсене асăрхасах тăрать. Вăрманта кунĕпе çÿреме пултарать. Ильинка тăрăхĕнчи кашни йывăç тĕмне пĕлет вăл. Уйрăмах кунта ÿсекен Раççей шайĕнчи çут çанталăк палăкне тимлĕх уйăрма тăрăшать.

Лайăх пăхсан, юмансем 800 çул таранччен ларма пултараççĕ, тет вăрманçă. Ват йывăçăн ĕмĕрне тăсас тесе вăл нумай ĕç тунă. Чи кирли ― çĕр çийĕн курăнса выртакан тымарсене тăпрапа витнĕ.

Юман тавра сарнă урай хăмисене те улăштарма вăхăт çитнĕ. Вĕсене çыпăçтарса çапнăран тымарсем патне шыв каймасть иккен. Унсăр пуçне кунти картана та çĕнетмелле. Тăрăшнине кура Петр Ильича ку тăрăхра пурăнакансем яланах тав сăмахĕ калаççĕ.

78 çула çывхарса пыракан ветерана халĕ тепĕр ыйту канăç памасть. Çут çанталăкра канма юратакансемпе ку тăрăхра пурăнакан хăш-пĕр çынсем вăрмана варалама пуçланă.

Петр Ильич çут çанталăка сăтăр тăвакансене хирĕç вирлĕрех кĕрешмелле тесе шутлать. Хамăра пурнăç парнелекен пуянлăха упраса пурăнасчĕ, тет.