Шупашкарта вăрттăн ĕçлекенсене тупса палăртас тĕллевпе рейдсем иртеççĕ

Ятарлă комисси тĕп хулари икĕ ача сатĕнче пулса курчĕ. Вĕсенче юсав пырать. Строительсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те курса калаçрĕ.

Надежда Александрова, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов

185-мĕш ача сатĕнче ĕç вĕрет. Строительсем çурт никĕсне çирĕплетеççĕ. Вăрттăн ĕçлекенсене хирĕç кĕрешекен комиссие çакă кансĕрлемест. Тĕрĕслекенсен хăйсен тĕллевĕ: вĕсем юсав тăвакансене шутлаççĕ, хăрушсăрлăх техникин журналне тĕпчеççĕ.

Кăçал çулла çакăн пек рейдсем вăхăтĕнче ĕçлекенсен йышне тĕрĕс мар кăтартнă икĕ подряд организацине тупса палăртнă. Вĕсем Шупашкарти вĕренӳ учрĕжденийĕсене юсанă. Ку ача сатĕнче тăрăшакан «Форст» организацийĕн нимĕн пытармалли те çук. Ертӳçĕсем те, унта ĕçлекенсем те комиссипе уççăмăн калаçрĕç. Рабочисем хăйсен ĕç майĕсемпе кăмăллă.

Организаци пуçлăхĕ те ĕçлекенсен сăмахĕсене çирĕплетрĕ. Ятарлă комисси килнине вăл лăпкăн йышăнчĕ. Андрей Соколов пĕлтернĕ тăрăх, объектра халĕ 8 çын вăй хурать. Пуринпе те ĕç килĕшĕвĕ тунă. Налуксем тӳлеççĕ, шалу вăхăтра параççĕ. Комисси хăрушсăрлăх техникин журналĕнче те йĕркесĕрлех тупмарĕ. 48-мĕш ача сатĕнче вара çав журнал вырăнта пулмарĕ. Ку учрежденире 5 çын тăрăшать. Вĕсенчен пĕри çеç официаллă майпа ĕçе вырнаçни паллă пулчĕ. Халĕ ку фирмăна налук служби тĕрĕслĕ.