Çĕнĕ Шупашкарта темиçе эрне пухăннă çÿп-çапа турттарса тухма пуçланă

Çĕнĕ Шупашкарти пĕр управляющи компани хула çыннисене йывăрлăха кĕртсе ӳкернĕ. Вĕсем коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тӳленĕ пулин те, вун-вун картиш çӳп-çап ăшне путнă. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе лару-тăрупа паллашнă хыççăн, ăпăр-тапăра турттарма пуçланă.

Владимир Тимофеев, Надежда Александрова, Мария Никифорова, Никита Углёв

Комсомол урамĕнчи çӳп-çап купине кунта пурăнакансем «Пирĕн пуянлăх» теççĕ. Йăла каяшне 3 эрне турттарса тухман. Çав вăхăтрах çынсем укçана «УК в ЖКХ» компание графикпе тÿлеççĕ. Вĕсем управляющи компани панкрута тухасси пирки шутлама та пултарайман. Предприяти парăмĕ вара 190 миллион пухăнса кайна. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 570 çуртран 122-шне пăхса тăнă. Унăн счечĕсене пĕлтĕрех арестленĕ пулнă. Çавăн хыççăн çынсем ытти организацисен çунатти айне куçма тытăннă. Çапах та паянхи куна «УК в ЖКХ» компани 57 çуртшăн яваплă. Коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсемшĕн пухăнакан укçа халĕ ресурссемпе тивĕçтерекен «Т Плюс» пĕрлешĕве тӳрех куçать. Çапла майпа управляющи компанин парăмĕсем саплашаççĕ. Анчах та çӳп-çап турттаракансене вăл тӳлеймест. Çавăнпа та картишсенче тасамарлăх куписем ӳссе ларнă.

Шăв-шав çĕкленнĕ хыççăн, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова «УК в ЖКХ» компани пăхса тăракан адрессемпе тĕрĕслеве тухнă. Тинех вара лав вырăнтан тапраннă.

Ĕнер Комсомол тата Женя Крутова урамĕсенчен 5 тонна çурă çÿп-çап турттарса кайнă. Ку ĕç малалла пырать. Вăхăтлăх чăрмав пулнăшăн, хула влаçĕ çынсенчен каçару ыйтать.