Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене çитес шăматкун „Нацисен кроссне“ йыхравлаççĕ

Çитес шăматкун, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çĕршывĕпех чупу кунĕ пулать. Йăлана кĕнĕ «Нацисен кросĕ» Чăваш Енре те иртĕ. Спорт уявне йĕркелекенсем ăмăртăва çынсем йышлă хутшăнасса кĕтеççĕ. Иртнĕ çул старта 60 пине яхăн çын тухнăччĕ. Кăçалхи чупура мĕнле çĕнĕлĕхсем пуласси пирки пресс-конференцире каласа кăтартрĕç.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Йĕркелÿ комитечĕ йышлă. Унта спорт министерствинче ĕçлекенсемпе пĕрлех полицисем, тухтăрсем, çавăн пекех районсемпе хуласен администрацийĕсенче тăрăшакансем кĕреççĕ. Тĕп хулара ăмăрту Кÿлемĕшре иртĕ. Мускав кĕперĕ çинче юсав пынăран, спортсменсем иртнĕ çулти пекех Анне палăкĕ патĕнчен старта тухĕç.

Чупу Шупашкарсăр пуçне районсемпе хуласенче те иртĕ. Вĕсенче те спорт уявне пĕтĕмпех хатĕр.

Чупу 12 сехетре пуçланĕ. Хутшăнакансене шăматкун 8 сехет çурăран пуçласа 11 сехетчен Чăваш академи драма театрĕнче шута илеççĕ. Йĕркелÿçĕсем яланхи пекех хăрушсăрлăх ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Спорт уявĕ вырăнне çынсене тимĕр шырамалли хатĕрпе тĕрĕслесе кĕртĕç. Кунĕпех 60 ытла йĕрке хуралçи, тухтăрсен 4 бригади, 3 васкавлă пулăшу тата реанимаци машинисем дежурство тăрĕç. Унсăр пуçне волонтерсем, дружинниксем пулăшĕç. Старта тухакансене вĕри чейпе сăйлĕç, çапах та специалистсем вĕсене ирхи апат çиме сĕнеççĕ. «Нацисен кросĕнче» чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, хутшăнни паха пулнине те асра тытмалла.