Ÿнер музейĕнче Геннадий Козлов ĕçĕсен куравĕпе паллашма пулать

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Вăл яланхи пекех илемлĕ…» ятлă курав уçăлчĕ. Унта Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕн Геннадий Козловăн ĕçĕсемпе паллашма пулать. Курава ÿнерçĕ 55-çул тултарнине халалланă.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров

Юлашки хут Геннадий Козлов хăйĕн пултарулăхĕпе 5 çул каялла паллаштарнă. Унтанпа чылай ĕç пухăннă - пурĕ 200 ытла. Тĕп сăнарсенчен пĕри – мăнаçлă Атăл. Ÿнерçĕ мастерскойĕн чÿречисем шăпах юханшыв енне тухаççĕ.

Геннадий Козлов нумай çул Чăваш Патшалăх ÿнер музейне ертсе пырать. Унсăр пуçне педагогика университетĕнче вăй хурать. Унăн пушă вăхăт çук тесен те юрать. Апла пулин те юратнă ĕçне пăрахмасть. Час-часах Тăвай районĕнчи тăван ялне çул тытать. Унти тавралăхпа киленсе ÿкерчĕксем ăсталать.

Геннадий Козловăн хăшпĕр картинисенче мистикăллă сăнсене курма пулать. Тĕслĕхрен, кунта ватă йăмрана этемпе танлаштарнă. Юнашарах – авалхи чăвашсем пуç çапнă вырăн.

Ÿнерçĕ пултарулăхне ĕçтешĕсем пысăка хурса хаклаççĕ. Вăл çут çанталăк илемлĕхне хăйне майлă сăнлама ăста, тет Чăваш халăх художникĕ Анатолий Данилов.

Геннадий Козлов ĕçĕсемпе Чăваш паташалăх ÿнер музейĕнче юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕччен паллашма пулĕ.