Хăшпĕр медицина учрежденийĕнче çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасса кĕтмен – ăшă панă. Вăл шутра Вăрнар районĕнчи Енĕшри фельдшерпа акушер пунктĕнче. Çакăншăн ял çыннисем питĕ хĕпĕртенĕ. Вĕсен ку таранччен тухтăр патне пырсан шăнма тивнĕ.
Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Никита Углев
Енĕшре хальхи йышши фельдшерпа акушер пункчĕ 2 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Вăл республикăри çакнашкал 99-мĕш учреждени пулнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура пысăк хăнасене йыхравласа уçнă. Тул енчен пăхсан вăл çавăн пекех çĕнĕ те хăтлă курăнать. Анчах та унта икĕ çул ăшăсăр хĕлкаçнă. Çуртра киввинчи пекех питĕ сивĕ пулнă.
Норма тăрăх, фельдшер пӳлĕмĕнче хĕллехи вăхăтра сахалтан та 22 градус ăшă пулмалла. Кунта çитĕннисем çеç мар, амăшĕсемпе пепкисем те пулăшу ыйтса килеççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра пурĕ 144 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсене хутса ăшăтмалли тытăм пур çĕрте те пĕрешкел. Газпа ĕçлекен кăмакасем пӳлĕмсенче кирлĕ температура тытса тăма пулăшаççĕ.
Татьяна Афанасьева фельдшер Енĕшре 26 çул ĕнтĕ тăрăшать. Ун патне кӳршĕ ялсенче пурăнакансем те çÿреççĕ. Пурĕ 245 çын, вăл шутра 38 ача. Халĕ тухтăр пациентсене гриппран прививка тума хатĕрленет. Фельдшер пунктĕнче пурне те хапăлласа кĕтеççĕ.