Пĕрле ĕçленисем тата куракансем Вячеслав Телятов телеоператора аса илчĕç

Çур çул пурăнса çитереймерĕ юбилейччен пирĕн ĕçтешĕмĕр Вячеслав Телятов оператор. «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанинче тăрăшакансемпе куракансем Чăваш наци библиотекин залне пухăнса паллă оператор çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.

Александр Осипов, Виктор Степанов

Вячеслав Телятов Шупашкарта телевидени пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Çамрăк техника кунта Чулхула телевиденийĕнчен кино производстви йĕркелеме янă пулнă. Вăл вăхăтра видео пулман пирки кино технологипе усă курнă. Каярахпа Телятов оператора ĕçлеме куçать. Вăл пенсине тухсан та 70-е çитичченех видеокамерăна алран яман. Малтанхи аппаратсем 180 кило тайнă пулсан та, студирен спектакльсем кăтартнă, халăх телевизор умĕнчен хăпма пĕлмен. Леонид Трифонов режиссёр аса илнĕ тăрăх, Телятов оператор ĕçне çав тери лайăх пĕлни ăна хăйне те илемлĕ фильмсем тума вăй панă, хавхалану кӳрсе пынă. Унсăр пуçне тухса калаçакансем пурте тенĕ пекех вăл кĕрнеклĕ те хитре арçын пулнине аса илчĕç. Телевидени ушкăнĕ ĕçленĕ çĕрте Телятова асăрхамасăр тăма май пулман. 1980-мĕш çулта ăна Чăваш телевидени ячĕпе спорт кăларăмĕсене Мускав Олимпиадинче кăтартма та хутшăнтарнă. Юбилей каçне хатĕрленнĕ чух хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче Телятов вĕрентнĕ çынсене шыраса тупаймарăмăр. Вĕсем хăйсемех паллă çынна асăнса ун юбилейне ирттерни çинчен пĕлсе çитрĕç, Телятов мастерскойĕнче фильмсем хатĕрлесе тĕрлĕ конкурсра çĕнтернине аса илчĕç. Çирĕм çула яхăн çамрăксене кино ӳкерме вĕрентсе вăл нумай специалист хатĕрленĕ. Каярахпа Телятов оператор республикăри музыкăпа ӳнер кăларăмĕсене хатĕрлеме хутшăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ асăну каçне Пётр Заломнов, Дмитрий Сёмкин, Валентина Смирнова, Валентина Двойнова юрăçсем, Андрей Осипов сĕрме купăсçă, Шупашкарти юрăçсен «Классика» капелли хутшăнчĕç. Пурте вĕсем Телятов оператор ÿкернипе телекăларăмсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă, юратнă ĕç çинчен халăха пĕлтернĕ. Юлашки çулсенче вăл Зинаида Паршагина журналистпа пĕрле Православипе çыхăннă кăларăмсем тума хутшăннă. Чиркӳ уявĕсене, унти çынсене, çĕнĕ чиркӳсем уçнине кăтартнă. Телятов телеоператор Шупашкарти 29-мĕш шкулта вĕрентекен Юлия Тумаланова ачасене православи йăлисемпе пурăнма хăнăхтарни çинчен фильм ÿкернĕ. Çав самантсене аса илсе паллă педагог оператор юбилейне хăй вĕрентекен ачасене илсе килнĕ. Вĕсенчен йĕркеленĕ хор илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. «Хăйĕн ĕçе Вячеслав Николаевич ăслă, интеллигент куçĕпе курса тăватчĕ, мĕн пулса иртнине ялан чи кирлĕ самантра ӳкерме пĕлетчĕ»,- аса илет Зинаида Паршагина журналист. Светлана Макарова музыковед, Олег Прокопьев, Мария Мареева журналистсем, режиссерсем, нумай-нумай çул пĕрле ĕçленисем ― вĕсен шутĕнче эпĕ те, ― ырă çынна, сумлă та пултаруллă, ăста специалист ĕçĕсене чунра тытса çӳретпĕр.