Республикăра Никита Бичурина халалласа ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ

Никита Бичурин 1777-мĕш çулта хальхи Шупашкар районне кĕрекен Типнер ялĕнче çуралнă. Çитĕнсен Хусанти тĕн академинчен вĕренсе тухнă хыççăн манах санне йышăнса Иакинф ят илнĕ. Унтан Китая çул тытнă. Пекинри чиркӳ ĕçченĕсен мисси пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. Çав вăхăтрах Китай чĕлхине тĕплĕн вĕреннĕ. Истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи тата медицина пĕлĕвĕсемпе ял хуçалăх трактачĕсене вырăсла куçарнă.

Никита Бичуринăн çавра çулне халалласа йĕркеленĕ конференцие хăнасем Мускав, Тюмень, Хусан хулисенчен тата аякри Китайран килсе çитрĕç. Малтанах вĕсем хисеплĕ ентешĕмĕре сума суса лартнă палăк умне чечексем хучĕç. Никита Яковлевич Раççейпе Китай халăхĕсен туслăх никĕсне пуçараканĕ пулнине палăртрĕç. Раççей наука академийĕн академикĕ, инçет хĕвел тухăç делегацийĕн ертӳçи Владимир Миронов Китай çĕр-шывĕ Бичуринччен Раççей халăхĕсемшĕн вăрттăнлăх пулнине калать. Икĕ пысăк халăха çыхăнтарма пултарнă ăсчаха Ломоносовпа пĕр шая тăратма тивĕç, тет. Китай чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕн президенчĕ Сунь Сяовэй вара Никита Бичурин пирки халĕ ытларах çын пĕлме пуçланине каларĕ. Чăвашран тухнă тĕпчевçĕ çырса хăварнă ĕçсем паян чылай халăхшăн кăсăклă иккен. Кӳкеçри Бичурин музейĕн ĕçченĕсем те Никита Яковлевич пирки тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ хатĕрлеççĕ. Нумай пулмасть çĕнĕ кĕнеке кăларнă. Халĕ вара мухтавлă ентеш çуралса ӳснĕ тăрăхра халăхсем хушшинчи пĕрремĕш пленэр ирттерме патшалăх грантне тивĕçнĕ.

Конференцие пухăннисем тĕрлĕ халăхра манăçма пуçланă Бичурин ячĕ çĕнĕрен чĕрелсе вăй илни паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ терĕç. Хăйĕн мĕн пур пурлăхĕпе кун çулне тăван çĕр-шыва халалланă çӳлçӳревçе-ăсчаха тивĕçлипе хакламаллине каларĕç. Аякран килнĕ хăна вара Чăваш Енре темиçе хут та пулнă май пирĕн чĕлхепе те кăсăкланма пуçланă.