„Советская Чувашия“ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç

Иртнĕ шăматкун «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 79-мĕш хут çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Чупăва массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемсĕр пуçне министерствăсемпе ведомствăсен, районсемпе хуласен ушкăнĕсем, ветерансем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.

Оксана Баскакова, Надежда Андреева, Павел Иритков

„Энергия“ стадионта иртнĕ спорт уявне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл пухăннисене сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Эстафетăна хутшăнакансен йышĕ кашни çул нумайланса пынине палăртрĕ. Кăçал пурĕ 154 ушкăн вăй виçрĕ. Вăл шутра спортпа туслă çемьесем тупăшрĕç. Старта пирĕн телерадиокомпанин ушкăнĕ те тухрĕ. Журналистсем хушшинче хĕрӳ тупăшу пулчĕ. 1-мĕш вырăна Наци телерадиокомпанинче тăрăшакансем çĕнсе илчĕç. Пирĕн ĕçтешсем малтисен йышне лекеймерĕç пулин те, вĕсен кăмăлĕ хуçăлмарĕ.