Республикăра пĕрлехи суйлав кунĕ иртрĕ

Чăваш Енре мĕнпур Раççейри пекех хушма суйлав иртрĕ. Кандидатсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи 70 мандатшăн тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулассишĕн кĕрешрĕç. Ялта пурăнакансем хуларисенчен сасăлава хастартарах хутшăннине палăртмалла. Кам чи нумай сасă пухнине тата суйлав мĕнле иртнине Екатерина Фомина тишкерет.

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов

Шупашкарти 17-мĕш тĕп округра Патшалăх Канашĕн депутатне суйларĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Электромеханика колледжĕнчи суйлав участокĕнче пулса курчĕ. Сасăлакансем йышлăн мар.

17-мĕш округра суйлавçăсен 20 проценчĕ кăна хутшăннă. Владимир Викторов Патшалăх Канашĕнчен сывлăх сыхлавĕн министерствине куçнă хыççăн пушаннă пукана „Единая Россия“ партири Алексей Мурыгин йышăнĕ. „Отделфинстрой» строительство компанийĕн производство директорĕ 60 ытла процент сасă пухнă.

7-мĕш округра Шупашкар хула пухăвĕн депутатне 6 кандидатран суйларĕç. Кунта та „Единая Россия» парти çынни мала тухрĕ. Владислав Григорьевшăн суйлава килнисен 62 проценчĕ сасăланă. Чи хĕрÿ тупăшу Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ. Хула пухăвĕн депутачĕн пулассишĕн кунта 11 çын кĕрешнĕ. Стоматологин тĕп тухтăрне Лидия Яковлевана çитекен пулман, вăл чи нумай сасă пухнă. Ку суйлавра мандатсенчен ытларахăшне „Единая Россия“ парти илнĕ. Çавах ыттисен те çитĕнÿ çук мар. Çĕрпÿ районĕнче Юрий Гаврилов çĕнтернĕ. Вăл суйлава хăй тĕллĕн хутшăннă. Етĕрнери 3-мĕш округра вара Елена Иванова мала тухнă. Вăл „Справедливая Россия“ партирен.

Сасăсене хальхинче хăвăрт шутланă. Протоколсене малтанхи пек алпа çырман.

Республикăри тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре суйлав лăпкă иртнĕ, участоксенче пĕтĕмпе 500 сăнавçă ĕçленĕ. Полицире тăрăшакансем, обществăлла пĕрлешÿ хастарĕсем те ку ĕç-пуçа тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пулашнă.