Урă пурнăç кунне халалласа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç иртрĕ

Ку паллă куна иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех пуçарса янă. Синод йышăнăвĕпе 1914-мĕш çулта авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче эрех-сăра сыпма чарнă. Çак кун эрех-сăра лавккисем хупă тăнă, чиркÿсенче кĕлĕсем вуланă. Сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ çĕр çул иртсен те чакман. Кун пирки - Леонид Петров корреспондент.

Леонид Петров, Никита Углев

21-мĕш ĕмĕрте Урă пурнăç кунĕ календаре 2012 çулта таврăннă. Сывă пурнăç йĕркине мĕн ачаран хăнăхтармалла. Çавăнпа специалистсем библиотекăсенче, шкулсенче тĕл пулусем ирттереççĕ, эрех-сăра сиенĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Ку хутĕнче Республикăри наркологи диспансерĕнче тăрăшакансем Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулта пулчĕç. Шел пулин те, хаяр шĕвеке шăпах аслă классенче вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут ас тивсе пăхаççĕ.

Специалистсен шухăшĕпе, çамрăксене кукăр çул каяссинчен сыхламалли чи витĕмлĕ мел - вĕсен пушă вăхăтне усăллă йĕркелесси. Хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ кружока, секцине явăçтармалла. Çуллахи каникулта ĕç тупса пани те вырăнлă.

Урă пурнăç кунне халалласа районти тĕп библиотекăна тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан специалистсем пухăнчĕç, çивĕч ыйтăва сÿтсе яврĕç. Çакнашкал тĕл пулусене кунта час-часах эрех-сăрапа айкашакансене чĕнеççĕ. Вĕсемпе психологсем, социаллă пулăшу паракансем калаçаççĕ, йывăрлăхран тухмалли майсене шыраççĕ.

„Симĕс çĕлене“ хирĕç кĕрешнĕ чухне мĕн пур вăя пĕрлештермелле. Тĕрлĕ тытăмсем килĕштерсе ĕçлесен çеç ырă улшăнусем пулаççĕ.

Республикăри наркологи диспансерĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Йĕпреç тăрăхĕсене тимлесе тăрать. Тухтăрсем йывăр чирлекенсене стационар тата амбулатори мелĕпе сиплеççĕ. Усси пур, теççĕ врачсем. Урăм-сурăм серепинчен хăтăлнисен çуррийĕ малашне урă пурнăçа суйласа илеççĕ.

Статистика тăрăх, патша саманинче арçынсен 43 проценчĕ эрех-сăра пачах ĕçмен. Совет тапхăрĕнче 70-мĕш çулсен вĕçĕнче ку кăтарту 1 процент çеç пулнă. Халĕ Раççейре пĕр çын пуçне 18 литр хаяр шĕвек тивет.
Республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕпе, Чăваш Енре паянхи кун 24 пин çыннăн алкоголизм чирĕ пуррине палăртнă.