Николай Федоров сенатор тăван шкулĕнче пулса курчĕ

Чăваш Енре Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров пулчĕ. Вăл хăй вĕреннĕ шкула, Космонавтика музейне çитсе курчĕ, вĕренекенсемпе калаçрĕ.

Владимир Тимофеев, Наталья Егорова, Михаил Солин, Павел Иритков

Николай Федорова Толик Хураскинчи шкул умĕнче Светлана Колпакова кĕтсе илчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ хăй вăхăтĕнче пулас сенатора вĕрентнĕ, юратнă ĕçе паянхи кун та пăрахман. Николай Федоров шкулта профессие чунтан парăннă çынсем ĕçленине палăртрĕ. Ачасене тăрăшса вĕренме, çакăн валли майсем çителĕклине каларĕ.

Толик Хураскинчи вăтам шкулта 125 çамрăк пĕлÿ илет. Педагогсем палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра вĕренекенсен шучĕ ÿснĕ. Николай Федоров ачалăхне аса илчĕ, кам пулма ĕмĕтленни пирки каласа кăтартрĕ. Хăйĕн пуласлăхне ашшĕ-амăшĕ витĕм кÿнине палăртрĕ. Ăнăçу пултăр тесен вара пысăк тĕллевсем лартма хăрамалла мар, терĕ.

Федераци Канашĕн вице-спикерĕ çавăн пекех Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн тăван ялĕнче – Шуршăлта пулса курчĕ. Паттăр вилтăприйĕ çине чечексем хучĕ, Космонавтика музейĕпе паллашрĕ. Пухăннă ачасене мухтавлă ентешрен тĕслĕх илме каларĕ.

Николай Федоров çавăн пекех Раççейĕн илемлĕ гимнастика ушкăнĕнчи спортсмена, Шупашкарта çуралса ÿснĕ Евгения Леванована çĕнтерÿпе саламларĕ. Вăл тĕл пулăва амăшĕпе килчĕ. Евгения нумай пулмасть Италире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче командăпа виçĕ медаль çĕнсе илнĕ – икĕ ылтăн тата пĕр кĕмĕл. 17-ри çамрăк тăван хулара халĕ сайра пулать. Вăл Чулхулари олимп резервĕн училищинче ăсталăхне туптать. Амăшĕпе хĕрĕ вĕренÿ, ăмăртусем пирки каласа кăтартрĕç. Николай Федоров пултаруллă спортсмена Раççей тата Чăваш ЕН чысне малашне те тивĕçлĕ хÿтĕлеме ăнăçу сунчĕ.