Чăваш Енре электричествăпа саккуна пăсса усă куракансене хирĕç кĕрешеççĕ

«Россети» компани 2017çула электроэнерги çухатăвне хирĕç кĕрешмелли çул тесе йышăннă. Чи çивĕч ыйту – килĕшӳ тумасăр тата шута илмесĕр энергипе усă курни. Электролинисемпе саккуна пăсса çыхăнакансем, шутлав хатĕрĕсене ятарласа пăсакансем компани хыснине çеç мар, тӳрĕ кăмăллă çынсене те пысăк сиен кӳреççĕ. Вĕсене энергетиксем тăрă шыв çине мĕнле кăлараççĕ тата электричество çухатăвне чакармалли майсем пур-и? Оксана Баскакова каласа кăтартать.

Оксана Баскакова, Вадим Владимиров

Юлашки вăхăтра Раççейре электроэнерги çухатăвĕн калăпăшĕ самаях ÿснĕ. Ку ыйту пирĕн республикăра та çивĕч. Пĕлтĕр энергетиксем йĕркене пăснă пин ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Килĕшӳ тумасăр тата шута илмесĕр усă курнă энерги калăпăшĕ 2 миллион çурă киловатт-сехете çитнĕ. Тăкак виçи вара 2 миллион çурă тенкĕрен те иртнĕ.

„Чăвашэнерго“ пĕрлешĕвĕн кăтартăвĕпе, электричество çухатăвĕ уйрăмах Патăрьел, Вăрмар, Тăвай, Çĕмĕрле районĕсенче ÿснĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 3 – 5 процент таран. Çапах та ытларах çĕрте энергипе тĕрĕс тата перекетлĕ усă кураççĕ. Вăл шутра Етĕрне, Элĕк, Комсомольски, Вăрнар, Пăрачкав тăрăхĕсенче.

Контролерсем Шăнкăртамра час-часах пулаççĕ. Мĕншĕн тесен ку ялта электроэнерги çухатăвĕ яланах нумай. Сăлтавĕ - линисемпе саккуна пăсса çыхăннинче. Тата юлашки вăхăтра нумайăшĕ çĕнĕ йышши счетчикпе усă курма пуçланă. Вăл пультпа ĕçлет. Пускăча пуссанах, шутлама пăрахать. Çапах та энергетиксем те пĕр вырăнта тăмаççĕ, ултавçăсене тăрă шыв çине кăлармалли майсем шыраççĕ.

Электричество вăрлани яланах пулнă. Перекетлес тĕллевпе хăшĕсем темле те чееленеççĕ: счетчик кăтартăвне каялла çавăрттарса пĕчĕклетеççĕ, лини çинех пралук ывăтаççĕ тата ытти те. Çавна май электричество сечĕсем йывăррăн ĕçлеççĕ, энерги пахалăхĕ чакать. Кун пек чухне тĕрлĕ техника сиенленет. Унсăр пуçне пушар та тухма пултарать. Пĕри вăрланăшăн пĕтĕм урам е ял нушаланать. Специалистсем тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Электроэнерги вăрланăшăн уйрăм çынсене 10 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Юридици тытăмĕнче тăрăшакансене вара 10 хут ытларах явап тыттарĕç.

Электричествăпа саккунлă тата тÿрĕ кăмăлпа усă курсан кăна унăн пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулĕ.