Мускавра Раççейри халăхсен литературин фестивалĕ иртет

Çĕршывăн тĕп хулинче авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççейри халăхсен литературинчи чи пысăк çитĕнÿсене кăтартас тĕллевпе фестиваль уçăлнă, вăл 10-мĕшчен пырĕ. Пирĕн республикăран унта хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма тата чăваш чĕлхи çинчен каласа пама Марина Карягина поэта йыхравланă. Ĕçтешĕмĕр паян Мускавран сюжетпа таврăнчĕ.

Марина Карягина, Александр Куприн

Пилĕк кун хушшинче нумай нациллĕ Раççейри тĕрлĕ халăхăн литература талккăшĕнче тунă чи пысăк ÿсĕмĕсем çинчен каласа пама тĕллев лартнă Фестивале кĕрлесе тăракан Пĕтĕм тĕнчери 30-мĕш Мускав кĕнеке курав-ярмăрккипе пĕрле ирттерме шутланă. Çавăнпа ăна „Роспечать“ тата Мускав хулин ертÿçисем, О.Г.И. (чăвашла тăсса каласан - Пĕрлештернĕ Гуманитари Издательстви) пуçлăхĕ уçрĕç. Проектăн тĕп редакторĕ Максим Амелин каласа панă тăрăх, 2015-мĕш çулта, Литература çулталăкĕнче, пуçланса кайнă юхăм - Раççейри тĕрлĕ наци литературине тата сахал йышлă, çырулăхлă халăхсене тĕпчес ĕç çаплах малалла пырать. Çак фестиваль те – кăçал çуркунне кун çути курнă Поэзи антологине чĕррĕн янăрама май пани: кунта нумай чĕлхеллĕ Раççей сăвви-юррине итлеме, вĕсен чĕлхипе литератури çинчен ыйтса пĕлме, çĕнĕ кĕнекисене туянма май пур. Поэзи Антологийĕ вара Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче иртнĕ „Çулталăк кĕнеки“ наци конкурсĕн Гран-прине тивĕçрĕ.

Паянхи кун Раççейре 193 наци çынни, 270 тĕрлĕ чĕлхепе диалект, 60-а яхăн литература чĕлхи шутланса тăрать. Чăваш халăхĕ çĕршыври чи йышлисен ретĕнче. Мускавпа ун çывăхĕнче 50 пине яхăн йăхташăмăр пурăнать. Тĕп хулара тĕпленнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Соловьева фестиваль хăнисене халăхра анлă сарăлнă илемлĕ юрăсемпе паллаштарчĕ.

Фестивалĕн символĕ тĕрлĕ халăх тĕрĕ-эрешĕнчен ăсталанă „Вут-кайăк“. Уява хутшăннă поэтсем юмах кайăкĕн тĕкĕ çине ырсунăм сăмахĕсем çырса хăварчĕç.