Паттăр çулĕпе

Чăваш Енре туристсене илĕртессипе нумай ĕçлеççĕ, вăл шутра ялти туризма аталантарассине тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе кашни районта тенĕ пекех ятарлă маршрут хатĕрленĕ. Çак кунсенче культура министерствинче ĕçлекенсем тата журналистсем „Паттăр çулĕпе“ çÿрерĕç. Вăл Патăрьел районĕнче вырнаçнă. Тĕплĕнрех - Леонид Петров сюжетĕнче.

Леонид Петров, Екатерина Храмкина

Патăрьел çĕрĕ хăйĕн хастар та пултаруллă ывăл-хĕрĕпе чăннипех мухтанма пултарать. Вĕсенчен пĕри - тĕнчипе паллă Геннадий Айхи сăвăç. Экскурсин пĕрремĕш чарăнăвĕ шăпах поэтăн тăван ялĕнче, вăл вĕреннĕ шкулта пулчĕ. Çакăнта Айхи литературăри малтанхи утăмĕсене тунă, шкул хаçатне кăларакан хастарсенчен пĕри пулнă. Поэтăн пирвайхи ĕçĕсене шкулти музейра халĕ те типтерлĕ упраççĕ.

Малалла делегаци çулĕ Турхан ялне выртрĕ. Кунта чăвашсен професиллĕ пĕрремĕш ÿнерçи Алексей Кокель çуралса ÿснĕ. Валентин Сергеев таврапĕлÿçĕ тăрăшнипе 1980-мĕш çулта художник пурнăçĕпе тата ĕçĕпе паллаштаракан музей йĕркеленĕ. Ял çыннисем пулăшнипе чылай паха экспонат пухнă.

Алексей Кокель ку çуртра 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă. Малтанах музейра ÿнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă экспонат сахал пулнă. Вĕсене каярах художник ĕçлесе пурăннă Харьков хулинчен илсе килнĕ.
Çула тухнисене Алманчă салинче те тараватлă кĕтсе илчĕç. Кунта районĕпе паллă краеведени музейĕ вырнаçнă. Вăл тăван халăхăн йăли-йĕркипе, культурипе тата историпе паллаштарать.

Патăрьел районĕнче федераци тата регион пĕлтерешлĕ 23 объект шутланать. Вĕсене упраса хăварсси тата аталантарасси хальхи ăрăвăн тивĕçĕ. Çак ĕçпе çыхăннă çивĕч ыйтусене Чăваш Енре, уйрăммăн илсен, туризм эрнинче сÿтсе явĕç. Вăл çак уйăхăн 21- 27-мĕшĕсенче иртĕ. Программăра „çавра сетел“ тавра йĕркеленĕ калаçусем, семинарсем, экскурсисем тата ытти те. Çавăн чухнех туризм тытăмĕнчи чи лайăх ĕçлекенсене палăртĕç.