Ача сатне ырă сунса кĕтеççĕ

Шкул çулне çитменнисен Шупашкарти 203-мĕш учрежденинче уяв иртрĕ. Унта 370 шăпăрлана сатике çÿрекенсен йышне илчĕç. Воспитательсем ачасене мĕншĕн-ха çапла хавхалантараççĕ? Тупсăмĕ ― сюжетра.

Алексей Енейкин, Валентина Алексеева, Виктор Степанов

Сатикри аслă ушкăна çӳрекен ачасем çак уява эрни-эрнипех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хитре кĕпесем, ташă-юрă - пĕтĕмпех тин кăна сатике килнĕ ачасемшĕн. 5-6 -ри шăпăрлансем 2-3 çулти юлташĕсене кунти пурнăçпа паллаштараççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пулмаллине тата аслисене итлемеллине вĕрентеççĕ.

Йăрă ачасем нумай пулмасть уçăлнă сатикĕн ятне чăннипех тӳрре кăлараççĕ. Аслăраххисем кунта кĕçĕннисене хăйсем мĕн пĕлнине вĕрентеççĕ. - Çакă пĕчĕкскерсене сатике часрах хăнăхма пулăшать, - теççĕ вĕсем. Уяв вĕçĕнче кĕçĕн ушкăна килнисене ятарлă медальсем парса савăнтарчĕç. Çак парне ачасене пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне куçнине аса илтерсе тăмалла.

203-мĕш ача сачĕ халĕ Шупашкарти чи пысăккисенчен пĕри. Вăл икĕ корпусран тарать. Пĕрремĕшне 2014 çулта, иккĕмĕшне икĕ уйăх каялла кăна уçнă. Тата çакна палăртмалла, кăçал кунта 10 çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă. Çывăх вăхăтра кунта вĕсене валли те уяв йĕркелеме палăртнă.