Республикăра çитес эрнере ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри спартакиади пулать

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри ĕçлекенсен спартакиадине ирттерме хатĕрленет. Ăмăртусем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт лаптăкĕсенче авăн уйăхĕн 22- 24-мĕшĕсенче иртĕç.

Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин

Спартакиада программинче 10 спорт тĕсĕ. Ушкăнсем волейболла, баскетболла выляса, вĕрен туртса, кире пуканĕ йăтса, ишсе тата ытти енпе ăмăртĕç. Спортпа туслă çемьесем те çăмăл атлетикăра, сĕтелçи теннисла выляса вăй виçĕç тата турист маршрутне парăнтарассипе эстафетăра тупăшĕç.

Спартакиада виçĕ куна пырĕ. Пурĕ 130 награда выляттарĕç. Ăмăртусене 29 регионти спортсменсем хутшăнма кăмăл тунă. Турнир авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 18 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçăлать.