Ял çыннисен пуçарăвне ĕçе кĕртме хыснаран укçа уйăраççĕ

Кăçал Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялсене аталантарма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн халăх пуçарăвне ĕçе кĕртме муниципалитетсене укçа-тенкĕ параççĕ. Конкурса республикăри 284 ял тăрăхĕнчен 84-шĕ хутшăннă. Комисси 47 проекта суйласа илнĕ.

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Леонид Петров, Виктор Степанов, Игорь Ульянов

Канаш районĕнчи Яманкассинче пурăнакансене халĕ ялти клуба çÿреме те кăмăллă. 1969 çултах лартнă çурт тăррине кăçал тинех улăштарма май килнĕ. Халăх пуçарăвне ĕçе кĕртме пулăшакан республика программипе çакна валли 222 пин тенкĕ усă курнă. Укçан пĕр пайне Чăваш Ен тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă, ыттине ял халăхĕ пуçтарнă.
Яманкассинче 350 ытла çын пурăнать. Ялта халăха канма, уявсенче савăнма вырăн кирлех. Çавна май кунта çакăнпа çеç çырлахса ларас темеççĕ. Клуб чÿречисене улăштарма, ăна тул енчен илем кÿме палăртнă. Çакна тума яманкассисем каллех программăна хутшăнас кăмăллă.

Шелттем ялĕнче пурăнакансем вара шкула юсама калаçса татăлнă. Çывăх вăхăтра кунта пĕрремĕш хутра çĕнĕ урай сармалла тата спорт залне хăтлăх кĕртмелле.

Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме республика хыснинчен кăçал 33 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне муниципалитетсен, предпринимательсен, ялта пурăнакансен укçи-тенкине явăçтараççĕ. Ăçта çул юсамалла, тепĕр çĕрте стадионсемпе парксене йĕркене кĕртмелле – ял çыннисен çакна хăйсен кăтартмалла.

Патшалăх кÿрекен çăмăллăхсемпе вăхăтра, пĕлсе усă курсан, ял пурнăçне лайăхлатма пулатех. Çакна хастар та пуçаруллисем хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ.