Сутра Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшнăскерсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухаççĕ

Шупашкарти Экологи управленийĕн унчченхи пуçлăхне çур миллион тенкĕ хăйне кирлĕ пек усă курнă тесе айăплама пултараççĕ. Кун пирки Следстви комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен пĕлтерчĕç. Йĕрке хуралçисен шучĕпе, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи пуш уйăхĕччен пуçлăх хăйне тата тĕп бухгалтера преми партарнă. Унăн вара çакăн пек ирĕк пулман. Халĕ ку ĕç-пуç тĕлĕшпе тĕпчев пырать.

Леонид Петров, Надежда Андреева

Çав вăхăтрах тĕп хула администрацийĕн транспорт пайĕн унчченхи пуçлăхĕ тата тĕп специалисчĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухма Ленин районĕн сутне ярса панă. Вĕсене иккĕшне те взятка илнĕшĕн айăплаççĕ. Следовательсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Денис Савельев пулăшаканĕпе пассажирсене турттаракан пĕр предпринимательтен çулталăк хушши кашни уйăхра укçа илсе тăнă. Енчен те айăпа çирĕплетсен, вĕсене 7 пуçласа 12 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.