Республикăра кăçал 25 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла

Комсомольски районĕ икĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе пуянланнă. Хырай Ĕнелпе Александровкăра сиплев çурчĕсене ялсене аталантармалли федераци программипе килĕшÿллĕн тунă. Вĕсенчен пĕринче çак кунсенче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курчĕ.

Леонид Петров, Игорь Ульянов

Фельдшерпа акушер пунктне ку тăрăхри ял халăхĕ нимрен ытла кĕтнĕ. Унччен çынсене вăхăтлăх уйăрнă пÿлĕмре сипленĕ, каласа пачĕç Сергей Артамонов министра пухăннисем. Александровка ялĕпе Луцки салинче 800 яхăн çын пурăнать. Вĕсене йышăнмалли майсем тухтăрсен çителĕксĕр пулнă.

Гузелия Ямалиева фельдшерăн та ĕçĕ çăмăлланнă. Пÿлĕмсем таса та çутă, ку мана хушма вăй парать, тет вăл. Процедура кабинетне кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Ку тăрăхра та чи анлă сарăлнă чирсем юн пусăмĕ пысăк пулни тата чĕре хавшани. Çавăнпа та пациентсем яланах пур. Республикăра 4 çулта 130 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă е урăхла каласан çакнашкал кашни тăваттăмĕш учреждение çĕнетнĕ.

Кăçал республикăри ялсенче пĕтĕмпе 25 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлмалла. 2019 çул тĕлне Чăваш Енре вĕсен шучĕ 200 çитмелле.