Тĕп хулара Олимп стадионне тĕнче чемпионачĕ валли хатĕрлеççĕ

Футболла выляссипе тĕнче чемпионачĕ пуçланиччен 280 кун юлчĕ. Раççейре çитес çулла 32 наци ушкăнĕ чи вăйлă команда ятне çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Вĕсенчен пĕри ăмăртăва Шупашкарти Олимп стадионĕнче хатĕрленме пултарать. Çавна май унта халĕ юсав пырать.

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин, Игорь Ульянов

Республикăри Олимп стадионĕнче ĕç вĕрет. Кунта 129 миллион тенкĕлĕх реконструкци тума палăртнă. Хальлĕхе дренажпа курăк шăвармалли тытăмсене хатĕрленĕ. Икĕ çухрăм тăршшĕ пăрăхсене тирпейлĕн виçĕ тĕрлĕ чулпа витнĕ. Футбол лаптăкĕн никĕсĕ хатĕр темелле. Кунта курăк акмалли кăна юлнă. Ăна валли ятарласа торф тата им-çамлă хутăш хатĕрленĕ.

Футбол лаптăкне сӳс ути тата çирĕп тымарлă пулакан ытти курăк акаççĕ. Стадионти чупмалли çулсем çинче те ĕç вĕрет. Кунта 11 пин тăваткал метр лаптăка ятарлă сий сармалла. Халĕ унăн никĕсне хырса якатаççĕ. Республикăри тĕп спорт лаптăкĕ хальхи вăхăт ыйтнине туллин тивĕçтермелле.