Раççейри чи пултаруллă фитнес-инструкторсенчен пĕри ача сатĕнче тăрăшать

Çак кунсенче тĕрлĕ регионти физкультура вĕрентекенĕсем хăйсен пултарулăхне Мускавра кăтартнă. Педагогсем çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Тÿресем пирĕн ентеше Виталий МишАнкина та палăртнă. Вăл Шупашкарти 7-мĕш ача сатĕнче вăй хурать.

Вероника Павлова, Никита Углев

Физкультура урокĕнчен - асамлăхпа çул-çÿрев тĕнчине. 7-мĕш ача сатĕнче вĕренекенсем пиратсен çи-пуçне тăхăнса вăйă урлă тĕрлĕ хусканусем тума хăнăхаççĕ.

Виталий Мишанкин ку учрежденире икĕ çул физкультура вĕрентет. Уроксене яланах кăсăклă та усăллă йĕркелеме тăрăшать. Çамрăк специалист педагог кăна мар, ал ĕç ăсти те. Сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсене хăйех шухăшласа кăларать. Тĕслĕхрен, кунта ачасем тĕрлĕ тĕслĕ шăрçасене пуçтарса пуç мимине аталантараççĕ. Виталий Мишанкин 25-ре кăна пулин те, унăн çитĕнĕвĕсем çителĕклĕ. Вăл час-часах тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерет. Кăçал та çĕршыв шайĕнчи тупăшăва хутшăннă. Раççейри физкультура вĕрентекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе Мускавра паллаштарнă. Пурĕ 150 яхăн ăста педагог пухăннă. Тÿресем пирĕн ентеш ĕçне лайăх хак панă.

7-мĕш ача сатĕнче фитнес-студине икĕ çул каялла хута янă. Ăна хула программипе килĕшÿллĕн хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса йĕркеленĕ. Ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те спортпа туслă пулма хăнăхаççĕ.

Виталий Мишанкин каланă тăрăх, ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Спортпа туслă пулни ÿт-пĕве çеç мар, ăс-тăна та çирĕплетет.