Мускаври Булгаков çуртĕнче тата Питĕр хулинчи халăхсен фестивалĕнче пулнă гравюрăсем Шупашкара çитрĕç

Ӳнер музейĕнче «Маçтăр тата Маргарита» роман валли хатĕрленĕ офортсен куравĕ уçăлчĕ. Авторĕ ― Чăваш халăх ӳнерçи Александр Федоров.

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Виктор Степанов

Живопиçпе графикăн тĕрлĕ енне алла илнĕ художник Шупашкарта иккĕмĕш хут курав уçать. Кашнинчех куракана пачах уйрăлса тăракан хăйне евĕрлĕ ĕçсемпе тыткăнлать. „Маçтăр тата Маргарита“ роман валли вăл 3 çул кăткăс гравюрăсем хатĕрленĕ. Ун умĕн вара ятарласах çыравçăн вил тăприйĕ çине те кайса килнĕ. Паллă хайлава илемлетмешкĕн Александр Федоров пĕтĕмпе 25 иллюстраци тунă. Ӳкерчĕксенче ӳнерçĕ романри тĕп сăнарсене тата паллă пулăмсене хăй курнă пек сăнланă.

Офорт питĕ кăсăклă тата нумай вăхăта илекен авалхи ӳнер технологи пулнине палăртмалла. Гравюра енĕпе ăнăçлă ĕçлекенсем халĕ шутлă тесен те юрать. Ӳкерчĕке хут çине куçариччен малтан унăн тимĕр хурăмне хатĕрлемелле. Çавăн пекех ӳнерçĕн пулас сăнар пичетленнĕ чух тепĕр майлă пулса тухнине те шута илмелле. Тимĕрпе ĕçленĕ чухне кислотапа усă курмалла. Йывăрлăха парăнмасăр тунă ĕçсене Александр музея парнелесех хăварма шутланă.

Ӳнерçĕ мĕн тунипе çырлахмасть. «Маçтăр тата Маргарита» роман валли вăл çĕнĕ гравюрăсем тăвас тĕллевлĕ. Ӳлĕмрен, тен, çак ĕçсене халалласа кĕнеке те кăларма пултарăпăр, тет.