Республикăра терроризма сивлекен фильмсен эрни пырать

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризма хирĕç кĕрешмелли кун пулчĕ. Çакна халалланă ĕç-пуç ку эрнере те иртет. Культура министерствин пуçарăвĕпе «Чăвашкино» студийĕпе электронлă тата кино докуменчĕсен архивĕнче ĕçлекенсем тĕрлĕ района çитме палăртнă. Вĕсем халăха экстремизма сивлекен ятарлă фильмсем кăтартаççĕ.

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков

Чăваш Ен пуçлăхĕн администрацийĕ пулăшнипе электронлă тата кино докуменчĕсен архивĕнче тăрăшакансем районсем тăрăх ырă ĕçпе çӳреве тухнă. Терроризма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă фильмсен куравĕ Комсомольскинче уçăлчĕ. Культура çуртĕнчи зал лăк тулли. Кунта шкул ачисемпе вĕрентекенсем тата ял-йыш пухăннă. Кино кăтартакансем малтанах халăха террор пирки калакан ятарлă видеороликпе паллаштарчĕç. Унтан пурте «Кандагар» фильм пăхрĕç.

Çакăн пек пĕрле пухăнса фильм курнин пĕлтерĕшĕ чăнах та пысăк. Çамрăксем мирлĕ пурнăçăн кашни саманчĕ паха пулнине хаклама вĕренеççĕ. Тĕрлĕ тĕне ĕненекен халăхсен туслăхне упрамаллине ăнланаççĕ.
Тĕрлĕ террорпа экстремизма хирĕç кĕрешессинче профилактика ĕçĕ пысăк вырăн йышăннине палăртаççĕ специалистсем. Ку тĕллевпе культура министерствинче тăрăшакансем 5 района çитме палăртнă.

Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине шута илсе халĕ чылай çĕршывра экстремизма хирĕç тухăçлă кĕрешме тĕллев лартнă. Ку ĕçре йĕрке хуралçисем кăна мар, тĕрлĕ йăла-йĕркене тытса пурăнакан халăх пĕр шухăшлă пулни паха. «Чăвашкинора» ĕçлекенсем ку эрнере Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тата Йĕпреç районĕсенче пулаççĕ. Çапла, пурте пĕрле кар тăрса терроризма пуç çĕклеме парас марччĕ.