Ятарлă шкулсенче амăшĕсене пепкисене пăхма вĕрентеççĕ

Кăçал республикăра тĕрлĕ сăлтава пула 31 ача пурнăçран уйрăлнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - çулталăк та тултарманскерсем. Пĕчĕккисем ытларах аслисем тимлĕ пулманран инкеке лекеççĕ. Неонатологсем ашшĕ-амăшне ачасене тĕрĕс пăхма вĕрентмелле тесе шутлаççĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Енре амăшсен шкулĕсем ĕçлеççĕ. Тин çуралнă пепкене тĕрĕс çитерме, пиелеме, аманасран сыхлама вĕрентекен урокра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.

Оксана Баскакова, Анастасия Евгеньева, Вадим Владимиров

Анастасия Баринован ку - пĕрремĕш ачи. Анне пулма вăл ятарлă шкулта вĕреннĕ. Унта ăна пепкене пăхма, кипкелеме, çитерме вĕрентнĕ. Кулленхи ĕçе çăмăллатмалли хатĕрсем çинчен каласа панă. Пурте çак уроксене усăллă тесе йышăнаççĕ.

Çакăн пек уроксем кашни эрнерех иртеççĕ. Малтан амăшсем теори вĕренеççĕ, унтан - практика. Пĕлĕве çирĕплетме экзамен та тытаççĕ. Тухтăрсем ачасене тĕрĕс пăхмалли ятарлă правилăсем те хатĕрленĕ. Татьяна Матросова вĕсене питĕ лайăх пĕлет. 3 уйăхри Ваня унăн 2-мĕш ачи. Апла пулсан та канашсем усăллă пулнине пĕлтерчĕ вăл.

3-мĕш ача-пăча больницинче тăрăшакан Татьяна Маркова участокĕнче 72 пепке. Педиатр вĕсен амăшĕсемпе тачă çыхăну тытать. Кашнинех канашсем пама тăрăшать

Çĕнĕ технологисем халĕ маларах çуралнă ачасене те çăлса хăварма пулăшаççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула çĕнĕ чун пурнăçран уйрăлнишĕн тухтăрсен ĕçĕ харăма кайни питĕ хурлантарать.