Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри экологи акцине хутшăнчĕ

Субботник иртнĕ шăматкун кашни муниципалитетра иртрĕ. Çут çанталăка юратакансем ялсемпе хуласене, вăл шутра парксемпе скверсене, вăрмансене тирпей-илем кĕртрĕç. Шупашкарта чи йышлă акцисенчен пĕри Гузовский ращинче пулчĕ.

Владимир Тимофеев, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

Хула çыннисем уçăлса çÿреме, сывлăха çирĕплетме кăмăллакан чи юратнă вырăнсенчен пĕринче ирех ĕç шавĕ пуçланчĕ: пĕрисем çу каçа пуçтарăннă çÿп-çапа тасатрĕç, теприсем вара йăванса выртакан йывăçсене, хăрăк туратсене касса тирпейлерĕç. Тĕслĕх кăтартакансен йышĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ.

Ырă ĕç нумайăшне пĕрлештерчĕ. Кунта тĕрлĕ шайри пуçлăхсене, студентсене, вĕрентекенсене, хула çыннисене курма пулчĕ. Хăшĕ-пĕри вара çемйипех килнĕ.

Пĕтĕм Раççейри субботник кăçалхипе 5-мĕш хут иртрĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, унта çĕршывĕпе 8 миллион çын хутшăннă. Тăван тавралăха хисеплекен Чăваш Енре те нумай. Тирпей-илем кĕртессипе пур хулапа-районта та тăрăшнă. Тĕп хулара Гузовский ращисĕр пуçне хĕрÿ ĕç Бауман вăрманĕнче, Юманлăхра, Йăлăмра тата ытти вырăнта пулнă. Субботниксенче кашнинчех çамрăксем хастарлăх кăтартаççĕ.

Чи пĕлтерĕшли, республикăра тирпей-илем ыйтăвне ятарлă кунсенче çеç мар, куллен тимлĕх уйăраççĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен экологи рейтингĕнче Раççейри чи лайăх 5 субъект йышĕнче. Регионра йăла каяшне тирпейлессипе, шыв тасатассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ, вăрмансен лаптăкне упраса хăварассипе тăрăшаççĕ. Таса кил-çуртра - таса чунпа пурăнар, теççĕ.