Чăваш Енри „Караулăн чи лайăх пуçлăхĕ“ Шупашкарти пушар чаçĕнче тăрăшать

Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл çăлавçă пулма ĕмĕтленнĕ. Пушара хирĕç кĕрешекен 5-мĕш отрядăн ятарлă чаçĕнче тăрăшакан Евгений Долгов республикăри «Караулăн чи лайăх пуçлăхĕ» ята çĕнсе илнĕ.

Леонид Петров, Никита Углев

Ирхи 7 сехет. Пушара хирĕç кĕрешекенсем караул пуçлăхне ĕçлеме хатĕрри пирки доклад тăваççĕ. Смена пĕр талăк дежурство тăма хатĕрленет. Пушă вăхăт пачах çук. Ушкăн малтанах вĕренÿ класне çул тытать. Кунта кулленхи ĕçпе çыхăннă самантсене, çăлавçăсен çивĕч ыйтăвĕсене тимлĕх уйăраççĕ, васкавлă пулăшу пама хăнăхаççĕ. Смена пуçлăхĕ Евгений Долгов çулĕпе çамрăк пулин те, вăл каланă сăмах ыттисемшĕн саккун.

Етĕрне районĕнчи Тури Ачак каччи шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çăлавçă пулатăп тесе тĕллев лартнă. 2008-мĕш çулта вăл Ивановори пушара хирĕç кĕрешекенсене хатĕрлекен аслă шкула çул тытнă. Курсант чухнех, 2012-мĕш çулта, Краснодар тăрăхĕнчи Крымск хулине шыв илсен çăлав операцине хутшăннă. Дипломлă пулсан вара Чăваш Енех таврăннă.

Çăлавçă ĕçне вăл тĕп хулари 4-мĕш пушар чаçĕнче пуçланă. Çамрăк лейтенанта тÿрех караул пуçлăхĕн тивĕçне шанса панă. Опыт пухсан пултаруллă специалиста пысăк пушарсене хирĕç кĕрешекен ятарлă ушкăна йыхравланă.

Евгений пушă вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшать. Тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнать. 5-мĕш отряд чысне вăл пĕрре мар ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Евгений çавăн пекех юрра-кĕвве кăмăллать, гитара ăста калать. Ăна çак инструмента ашшĕ хăнăхтарнă. Халĕ Евгений çăлавçăсен федераци шайĕнчи ăсталăх конкурсне хатĕрленет.