Тĕп хулара кăçал 25 картише тата 3 парка çĕнетмелле

Шупашкарта çурт картишĕсемпе скверсене федераци программипе килĕшÿллĕн хăтлăх кĕртеççĕ. Çанталăк çумăра кайиччен подрядчиксем тротуарсемпе ача-пăча вылямалли лаптăксене çĕнетме ĕлкĕрĕç - и? Çакна пĕлес тесе хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ĕçсем мĕнле пынипе вырăна çитсе паллашрĕ.

Екатерина Фомина, Валентина Алексеева, Павел Иритков

Гоголь урамĕнчи 3-мĕш тата 5-мĕш çуртсен картишĕнчен ача-пăча халĕ татăлмасть. Çĕнĕ чуччусем илĕртеççĕ вĕсене. Вылямалли лаптăка кунта нумай пулмасть тунă. Çавăн пекех машин лартмалли вырăн йĕркеленĕ, саксем вырнаçтарнă, тротуарсене çĕнетнĕ. Ку çурт картишĕн сăн-сăпачĕ хулана хăтлăх кĕртмелли федераци программипе килĕшÿллĕн чиперленнĕ. Проекта хатĕрленĕ чухне унта пурăнакансен шухăш –кăмăлне шута илнĕ. Пĕтĕмпе Шупашкарти Калинин районĕнче нумай хутлă 13 çуртри 5 пин çын программăна хутшăнма килĕшнĕ. Ĕç хакĕн 3 процентне шăпах вĕсен тÿлемелле.

Пурĕ вара кăçал тĕп хулара 25 картише тата 3 парка çĕнетмелле. „Шупашкар“ суту-илÿ çурчĕ çывăхĕнчи вырăн та улшăнмалла. Сквера тирпей-илем кĕртме 10 миллион тенкĕ уйăрнă. „Зеленстрой“ пĕрлешÿ ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.

Ĕçсене подрядчик чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарать. Картишсене тирпей-илем кĕртес ĕç мĕнле пынине Шупашкар администрацийĕ асăрхасах тăрать. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та ку ыйтăва тимлет.

Тĕп хулана хăтлăх кĕртессипе Чăваш Ен çитес çул та ĕçлесшĕн. Федераци проектне 2021-мĕш çулччен йышăннă.