Ĕçлемелли уяр кунсем иртсе пыраççĕ, республикăри юхăннă çулсен талккăшĕ вара нимĕн чухлĕ те чакмасть. Хăшне-пĕрне вĕсенчен çу пуçламăшĕнчех юсама тытăнмалла пулнă. Мĕншĕн-ха ĕç тăвакансем васкамаççĕ? Çакна пĕлес тесе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ виçĕ районта пулса курчĕ.
Александр Осипов, Мария Никифорова, Михаил Солин
Йĕпреç районĕнчи Липовка сали тăрăх тракторпа пысăк машинсем кăна çӳреме пултараççĕ. Унти çулсем Париж Дакар çинчи чи кăткăс вырăнсене аса илтереççĕ. Хулари пек асфальт тăрăх çӳресси çинчен кунти халăх ĕмĕтленме те пăрахнă ĕнтĕ. Çавах та кăçал утă уйăхĕнче «Чувашупрдор» компани кунти çынсене сăмах панă: «Партнёр холдинг» пĕрлешӳпе контракт туса тепĕр уйăхран çула хута яратпăр, тесе. Анчах паянхи кун та çул тăвакансем Липовкăра çук. Тăваттăмĕш уйăх «çула тăватпăрах» тесе пурăнаççĕ.
Малтан контракт укçи 34 миллион тенкĕ пулнă. «Партнёр холдинг“ 28 миллион парса конкурса хăвăрт выляса илнĕ. Çакăн евĕрлĕ мелпе подрядчиксем 5 объект алла илме пултарнă. Халĕ вара ытла хапсăнни çинчен ăнланса илнĕ, анчах вăхăчĕ иртсе кайнă.
Канаш районĕнчи Аниш-Вăрăмпуç çула та Йĕпреç районĕнче ĕçлекенсемех юсаççĕ. Çак объекта вĕсен хута ямалли вăхăчĕ çитнĕ. Кун пек йĕркесĕр ĕçе мĕнле вĕçлесшĕн-ха вĕсем? Канаш район администрацийĕпе «Партнёр холдинг» çу уйăхĕнче алă пуснă контрактпа виçĕ çухрăм çул юсас вырăнне вĕсем утă уйăхĕн пуçламăшĕнче шăтăксене сапласа тухнă та, тек килсе те пăхман.
Тавай районĕнчи чутейсен çулталăк каяллах вак чул çине битум сарса тунă çул тарăх çӳремелле пулнă. Ял тăрăхĕ 2015 çулта «Энергосервис» фирмăпа контракт алă пуснă. 8 миллион тенкĕлĕх ĕçе пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчех хута ямалла пулнă. «Энергосервисра» ĕçе тума вăй çитменнине туйса илсен, тарса çӳреме тытăннă. Вырăнти ертӳçĕсем кунта та контракта пăрахăçлас тенĕ. Анчах та подрядчик хăй сута парса ĕлкĕрнĕ.